Профессорăн 11 "ылтăн" канашĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-08-27 14:08:05 Печать Версия для печати
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Çыннăн ĕмĕрĕ _ 100 çул теççĕ. Шел, кашниех çак чикĕ патне пурăнса çитеймест. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: вăрçă, çут çанталăкри катастрофа, производствăри е çул çинчи авари, кĕтмен инкек, суицид (çын хăй çине алă хуни), йывăр чир... Паллах, пурнăç умне тухса тăракан хăрушлăх ытларах чухне пиртен килмест. Çапах та вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси çынран хăйĕнчен нумай килет. Пирĕн çĕршывăмăрти паллă хирург, çыравçă, общество деятелĕ, наукăсен докторĕ Ф.Г.Углов 103 (!) çул таран пурăннă. Унăн ячĕ Гиннес кĕнекине ĕçлекен чи ватă хирург пек кĕрсе юлнă. Çĕр çулхи юбилейне Федор Григорьевич черетлĕ операци вăхăтĕнче кĕтсе илнĕ. ...Ача чухнех вăл ăш-чик тата шатра тифĕпе, пневмонипе, вăтам хăлха шыççипе йывăр чирленĕ. Ленинград блокадине тỹссе ирттернĕ. Шутласан, кун пек лару-тăрура çын чĕрĕ юлас шанчăк та çук. Углов вара çак чир-чĕре çĕнтерме хăват çитернĕ. Юлашки самантченех хастарлăхне, арçын вăйне упраса хăварнă. Çын нумай çул пурăнма пултарасси 11 сăлтавпа çыхăннине ăнлантарнă паллă çыннăмăр. ЭРЕХ-СĂРА, СПИРТРАН ТУНĂ ЭМЕЛ ПАЧАХ ĔÇМЕННИ Хирург кăна алкоголь патне пачах туртăм çуккипе тата операци тăваканăн яланах урă пулмаллипе çыхăнтарнă. АПАТА ВИÇЕЛЛĔ ÇИНИ Углов, нумай ачаллă çемьере çуралнăскер, амăшĕ вĕрентнĕ пек, апата сахал та час-час çинĕ. Ятарлă диета тытман. 100 ХУТ ПĔШКĔНСЕ ЛАРНИ (приседание) Мĕн виличченех хирург пĕшкĕнсе лармалли хусканусем тунă. Çавна май пилĕкрен аяларахри органсемпе шăмăсене лайăх "ĕçлеме" услови туса панă. Шăмăсенчи шĕвеке "ирĕклĕн" куçса çỹреме тата "аялти хутри" органсене тĕрĕс ĕçлеме пулăшнă. УГЛОВЛА ИКИГАЙ Японири Окинава утравĕ çинчи нумай пурăнакансен опычĕпе усă курса, вĕренỹре тата ĕçре кăсăклă плансем палăртнă. Ĕмĕр тăршшĕпех юратнă ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. ĔÇ ÇИНЕ ТВОРЧЕСТВĂЛЛА ПĂХНИ Углов чи лайăх кану пĕр ĕçе тепринпе ылмаштарни тенĕ.Сылтăм алли тепринчен вăйлăрах пулсан та, икĕ аллипе те пĕр пек лайăх ĕçленĕ: пуç мимин йывăр операцийĕсене тунă чух сахал мар пациент пурнăçне çăлса хăварнă. ĂС-ТĂНА "ĔÇЛЕТТЕРНИ". Профессор мĕн виличчен наука ĕçĕпе пурăннă, кĕнеке çырнă, хирургире çĕнĕлĕхсем уçнă. Ăс-тăн çивĕчлĕхне аталантарма юрланă тата пăхмасăр сăвă каланă. "ЫРĂ ТУ, УСАЛЛИ ХĂЙ ТĔЛЛĔНЕХ ПУЛАТЬ" Хăйĕн ĕмĕрĕнче Углов 10 пин ытла операци тунă, çынсенчен тав сăмахĕ илтнĕ. Çак хăват ăна пурăнма хавхалантарнă. Чирлисене усă кỹни хирурга хăйне лайăх туйма пулăшнă. Çакă, паллах, ун организмне ырă витĕм кỹнĕ. ТĂВАН ÇĔРЕ ЮРАТНИ Федор Григорьевич шучĕпе, нумай пурăннин тепĕр сăлтавĕ _ сана çемьере юратни, эс ăна кирлĕ пулни. Углов Тăван çĕршыв патриочĕ пулнă. Патриотизм туйăмĕ ăна малалла аталанма хавхалантарнă. ВĂЙПА ĔÇЛЕНИ (физическая работа) Профессор опычĕ тăрăх, арçыншăн чи лайăх тренировка _ ал вăйĕпе тĕрлĕ ĕç туни. Хирург мĕн виличчен вутă çурнă, çул-сукмака юртан тасатнă, мастерскойра ĕçленĕ... ХАМĂРА ТĂТĂШАХ ПИÇĔХТЕРНИ Углов ĕмĕр тăршшĕпех тĕрĕс пурнăç йĕркине тытса пынă. Çурхи кунсенчен пуçласа мĕн сивĕтичченех шывра чăмпăлтатнă, шартламара сивĕ шывпа сапăннă тата вакка чăмнă. Çакă ăна шăнса чирлессинчен хăтарнă. ХАМĂРА АЛĂРА ТЫТМА ПĔЛНИ Вăрăм ĕмĕр никĕсĕ, профессор ĕнентернĕ тăрăх, _ хамăра стресран хỹтĕлени. Ф.Углов чĕрене ырă мар шухăшсенчен упрама чĕнсе каланă. Йывăр лару-тăрура та пуçа усмалла маррине ĕнентернĕ. Инкекшăн кам айăплине мар, унран тухмалли сăлтава шырани кирлĕреххине палăртнă. (econet.ru сайтри материалпа усă курнă).