Çулла - савăк вăхăт

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-08-27 13:56:57 Печать Версия для печати
бассейн.jpg
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Сар çу пек шăранакан çуллахи кунсенче ача-пăча шыв патĕнчен кайма пĕлмест. Кỹлĕ-пĕвере чăмпăлтатнинчен ытла бассейнра ишме кăмăллать. Шывĕ те таса, хăрушлăхĕ те пĕчĕкрех, кăмăл та тулли. Иртен пуçласа каçчен вĕт-шакăр, уйрăмах шкул ачисем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ишеççĕ, шывра тĕрлĕ вăйă выляççĕ... Вĕсен савăнăçĕ ашшĕ-амăшĕн кăмăлне çĕклет.