Çĕр те пĕр çулти Семига аппа

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-08-27 13:51:29 Печать Версия для печати
IMG_0550.JPG
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Пулать те вĕт çын: пĕрре çеç тĕл пулса калаçатăн _ сăнарĕ яланлăхах аса кĕрсе юлать, чунра чи ырă туйăмсем хăварать. Çак шухăш çуралчĕ пуçăмра Палтиелĕнчи Колхоз урамĕнче пурăнакан С.Н.Нигметуллова пенсионерка патĕнче пулсан. Эппин, йĕркипе каласа кăтартам ун пирки, хаклă вулаканăм. Семига Несибулловна патне каймалли сăлтав та пысăк пулчĕ: вăл кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнче 101 (!) çул тултарнă. Июньте ирттернĕ акатуй-сапантуйĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ Нигметуллова тутара ку тăрăхри чи нумай пурăнакан çын тесе Хисеп грамотипе чысларĕ. Тутарла лайăх ăнлантарса калаçайманран хампа пĕрле ĕçтешĕме _ Р.С.Минеевăна тăлмачă пулма ыйтрăм. Роза Семеновна пулăшнипе, вăл ватă хĕрарăма хавхалантарнипе вăрăм ĕмĕрлĕ çын пирки йĕркесем шăрçалама май тупăннăшăн чĕререн савăнтăм. ... Тултан та, шалтан та илемлĕ те хăтлă çурта пырса кĕтĕмĕр. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Пурăнмалли услови хуларинчен пĕртте кая мар: газификациленĕ, шыв кĕртнĕ çуртра темиçе пỹлĕм (санитари узелĕ те пур), чаплă сĕтел-пукан... Алăк сассине илтсе çемçе диван çинче выртакан хĕрарăм тăрса ларчĕ. Чечеклĕ кĕпе тăхăннăскер, çара урине мамăк тутăрпа витрĕ. Пуçне кăшăлласа çыхнă тутăр çийĕнчен шап-шурă çỹçĕ курăнать. Шуранкарах кĕрен тăрăхла пичĕ, пĕркеленчĕкпе витĕннĕ пулин те, çамрăклăхри илеме туйма пулăшать. Акă хуçи кулса ячĕ те _ сăн-пичĕ хĕвеллĕн çуталса кайрĕ. 100 çултан иртнĕ тесе епле калăн çак ватта! Тупата, 75-80 çултан ытла параймăн ăна. Хăлхи мăкалман _ веçех илтет. Ăс-тăнĕ те тĕлĕнтерет: пурне те паллать, темле пулăма та ас тăвать. Калаçăвĕ уçăмлă та туйăмлă. Куçĕ çеç хĕрелсе, шывланса тăрать, _ пачах та курмасть иккен. Семига аппа пуç ыратнипе аптракалать тата. Хыткан кĕлеткере вăй-хăват пĕтмен-ха: хуçи пỹртре уткаласа та çаврăнчĕ. Паллах, асăрханса, аллипе сĕтел-пуканран тытса малалла куçрĕ хĕрарăм (куçĕ курманни _ пысăк чăрмав-çке). Шăнăрлă алли çинче юн тымарĕсем мăкăрăлса тăраççĕ, _ ĕçченлĕх палли ку. Вăрăм ĕмĕрĕн сăлтавне Семига Несибулловна çапла ăнлантарчĕ: "Пурнăçа, çут çанталăка, хĕвеле юратни, тус-тăвансене хисеплени, ĕçре пиçĕхни ман çулăмсен шутне ỹстерчĕç". Пурнăçĕнче шурри те, хури те çителĕклех пулнă тутар хĕрарăмĕн. 1920 çулта Палтиелĕнче çуралнăскер, ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май, вĕсенчен пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă. Пĕве кĕрсен те дояркăра, пăру пăхаканра тăрăшнă. Çав хушăрах çĕр улмипе чĕкĕнтĕр, кукуруза пайĕсене çум курăкран тасатнă, кĕркунне вĕсене пухса кĕртме хутшăннă. Килти пахча-анкартине, карта тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхма та ĕлкĕрнĕ. Чи йывăрри кантăр татакансен бригадинче ĕçлесси пулнă. Кулленхи нормăна _ 30-шар килограмм кантăра _ тылласа сывлăха нумай хавшатнă С.Нигметуллова. Палăртнине ытлашшипех тунă. Кунта бригадăна та ертсе пынă вăл. Лайăх ĕçленĕшĕн преми илнĕ. "Социализмла ĕç ударникĕ" ята та тивĕçнĕ. Ĕçне кура _ ят-сумĕ. Семига Несибулловна сăнĕ Хисеп хăми çине те лекнĕ. Ĕçри хастарлăха Правительство медальсемпе те палăртнă. Вăл _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи тыл ветеранĕ, ĕç ветеранĕ. Çак хастар хĕрарăмăн ĕçпе хытнă алли тем те тума пултарнине ялти ватăсем çирĕплетеççĕ. Пир тĕртме, çĕлеме, тĕрлеме юратнă. Уйрăмах çăм тутăр çыхма ăста пулнă Семига аппа, хăй каланă тăрăх, çурçĕр иртсе 2 сехетчен чун туртнă ал ĕçĕпе ларнă вăл. Çемье тупăшне ỹстермелĕх, çак ĕç-пуçа çынна туса панă вăл. Çемье тенĕрен... Семига Несибулловна икĕ тетĕшĕпе пĕрле çитĕннĕ. Вĕсем _ Мугалимпа Минигали _ фашистсемпе çапăçса пуç хунă. Качча кайсан та мăшăрĕпе 6 çул çеç савăнса пурăнма пỹрнĕ Семига аппана. Зинетулла Тула облаçĕнчи пĕр шахтăра ĕçлесе çĕре кĕнĕ. Икĕ ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ вара тăлăх арăм. Тăван амăшне те хăй патĕнче усранă. Çурт лартнă. Çынран катăк пурăнман. Йывăр пулнă _ чăтнă; куççульне çынна кăтартман, йăлтăр кулă ăшне пытарнă. Мĕн ватăличчен Эмирзян ывăлĕ пăхса пурăннă Семига Насибулловнăна. Питĕ шел, вăл пурнăçран уйрăлса кайнă. Ун вырăнне амăшне пăхма Тюмень облаçĕнче пурăнакан Минзалтдин ывăлĕпе кинĕ тăван киле таврăннă. Каллех инкек: кинĕ вăхăтсăр вилсе кайнă, _ ăна Минзалтдин Пушкăртстана, çуралнă кĕтесне, илсе кайса пытарнă. Минзалтдин Зинатуллович, чаплă хваттерĕпе дачине пăрахсах, пурнăç пилленĕ çыннине пăхма тĕллев тытни хăех вăл тĕрĕс воспитани илнине, ăрусен тачă çыхăнăвне çирĕплетет. Пурнăçа юратса, ун кашни саманчĕпе киленсе пурăнать 101 çулти Семига Несибулловна Нигметуллова. Пире пехилленĕ май çапла каласа ăсатрĕ: _ Сывлăхлă, телейлĕ, манăнни пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, тăванăмсем. Инкек сирĕнтен аякра тăтăр. Куçăр çут тĕнче илемне курма нихçан та ан пăрахтăр. Çапла пултăрччĕ.