Надежда Петрова: "Сывлăх никĕсĕ - сывă пурнăç йĕркинче"

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-08-27 13:31:16 Печать Версия для печати
IMG_0535.JPG
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Юлашки çулсенче, пурнăç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ пулин те, эндокринолог кабинетне çỹрекенсен йышĕ самаях ỹсрĕ. Мĕнре-ха сăлтавĕ? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллев Шăмăршă район больницине _ Н.Н.Петрова терапевт-эндокринолог патне илсе çитерчĕ. _ Ырă кун пултăр Сире, Надежда Николаевна. _ Ырă кун пултăр, Зинаида Ивановна. _ Хытă чăрмантарнине те ăнланатăп, каçарăр. Сире хăш-пĕр ыйту парасшăн. _ Тархасшăн... Ĕçĕ, чăн та, сахал мар. Черетре çын нумай. _ Надежда Николаевна, шăпах Сирĕн кабинета килекенсен шучĕ ỹснин сăлтавне пĕлесшĕн эпĕ. _ Чăн та, эп ĕçлекен кабинета çын нумай çỹрет. Эндокринологра ĕçленĕ май юлашки çулсенче ман ĕç пỹлĕмне лекекенсен шучĕ ỹснине асăрхарăм. Сахăр диабечĕпе чирлекенсен хисепĕ уйрăмах пысăк. Районĕпе илес пулсан, çак амакпа чирлекен 410 çынна шута илнĕ. Аслă ỹсĕмри çынсен çеç мар, çамрăксемпе ачасен чир-чĕрĕ те эндокринологипе çыхăнни чĕрене ыраттарать. _ Мĕн-ха вăл эндокринологи? _ Шалти секреци парĕсен функцийĕпе тытăмĕ çинчен вĕрентекен наука. Тепĕр майлă каласан, вăл шалти секреци туса кăларакан продуктсем (гормонсем) йĕркеленнине тата вĕсем чĕр чун тата çын организмне мĕнле витĕм кỹнине тĕпчет. Çавăн пекех, шалти секреци фунцийĕ тĕрĕс мар ĕçленипе çыхăннă чирсем çинчен ăнлантарать. _ Апла пулсан, вăл медицинăн ытти пайĕсемпе те çыхăннă? _ Çапла, эндокринологи кардиологипе, онкологипе, офтальмологипе, гастроэнтерологипе, нефрологипе, урологипе, неврологипе, гинекологипе тачă çыхăннă. _ Паллах, хальхинче эндокринологи енĕпех калаçăпăр... Сахăр диабечĕпе аптракансем нумай халь. Ун пирки хаçат вулакансен пĕлмеллех. Тĕплĕнрех ăнлантарсамăр, тархасшăн. _ Юрать. Эндокринологин пĕр пайĕ _ диабетологи. Вăл сахăр диабечĕ епле пуçланса кайнине, аталаннине, мĕн патне илсе çитернине тĕпчет. Çавăн пекех шалти секреци функцийĕ тĕрĕс мар ĕçленипе çыхăннă чирсем çинчен ăнлантарать. Гормонсен шайлашăвĕ виçеллĕ пулсан веществосен ылмашăвĕ те йĕркеллех. Ку шайлашу йĕркерен тухни çынна сахăр диабечĕпе чирлесси патне илсе çитерет. Эндокринологи ỹсỹпе (рост), арлăх аталанăвĕпе çыхăннă. Шăп çак тапхăрта гормонсенчен килекен чир-чĕр пуçланас хăрушлăх сиксе тухма пултарать. Çак ыйтусемпе ача-пăча эндокринологийĕ ĕçлет. Вăл ачалăх çулĕсенчи диабет тата гормон функцийĕ пăсăлнипе çыхăннă ытти чир-чĕре тупса палăртать, вĕсенчен сипленмелли майсене шырать. _ Мĕнле чирсем-ха вĕсем? _ Вĕсем: эндеми зобĕ _ йод çитменнипе щит евĕрлĕ пар шыçни, юн шĕвекĕнче кальци шайĕ ỹсни е чакни, аутоиммун тиреодичĕ _ щит евĕрлĕ пар шыççи, сахăрсăр диабет _ гипофиз е гипоталамус функцийĕ пăсăлнипе çăвар типсе тăни, Иценко-Кушинг чирĕ _ пỹре çи сийĕн (кора надпочечников) ĕçĕ пăсăлни, акромегали _ ỹсỹ гормонĕ ытлашши пулни. _ Апла пулсан, эндокринолог щит евĕрлĕ пар системин кирек мĕнле çитменлĕхне те тупса палăртма пултарать... _ Тĕрĕс. Кусем _ самăрлăх тата мышцăсен вăйсăрлăхĕ, арлăх функцийĕ чакни, остеопороз, шалти секреци парĕсен шыççи, нервпа психика чирĕсем. _ Надежда Николаевна, нумай чир-чĕр пирки тỹрех ăнланса илме çук. Ахаль çын мĕнле сисме-туйма пултарать-ха эндокринологи чирĕ пирки? _ Вырăнлă ыйту. Енчен те тăтăшах çак симптомсене асăрхасан тỹрех эндокринолог патне каймалла: хăвăрт ывăнни, вăйсăрлăх, ыйхăлани, манса кайма пуçлани; ал-ура "çывăрни"; сăлтавсăр йĕрес килни тата депрессие лекни; çỹç тăкăнма пуçлани; кĕске вăхăт- ра кĕлетке виçи ỹсни е чакни; пырта чăмакка тăни, мăя пăркалама кансĕрри; тăтăшах ĕçес килни; каçсерен япăх çывăрни; куç çивĕчлĕхĕ хăвăрт чакни; ăшша е сивве унчченхинчен йывăррăн тỹссе ирттерни; ỹт çине шатра-пỹрлешке, хальччен пулман çỹç пĕрчисем тухни, пуç ыратни; ỹт типни; шăк тухаслăх ỹсни; ăш хытни; шăнăр туртни; ура хырăмĕ ыратни; менструаци циклĕ пăсăлни; арçынсен ар функцийĕ пăсăлни. Çаксем эндокрин чирĕн, веществосен ылмашăвĕ пăсăлнин сăлтавĕсем пулма пултараççĕ. Эндокринолог патне, çỹлерех асăннă паллăсем пулсан, çитмеллех. Çавăн пекех, ача çуратма палăртакан мăшăрăн, тулли е ытла ырхан çынсен те тухтăр патне лекме тăрăшмалла. _ Мĕншĕн тухтăр патне тăтăш çỹремелле-ха? _ Мĕншĕн тесен патологи симптомĕсене маларах палăртма май çук. Чир сăлтавĕ палăрсан вара унпа кĕрешме хĕн. Чирлес мар тесен, малтан унран упранма пĕлес пулать. Калăпăр, пурнăç йĕркине кăшт улăштарсан сахăр диабетĕнчен хăтăлма пулать. Инсулин уколĕсĕрех, эмелсĕрех патологие пĕтерме пулать. Камăн-тăр йăхĕнче сахăр диабечĕпе е эндокринологин ытти чирĕпе чирленĕ пулсан пĕр тăхтамасăр тухтăр патне каймалла. _ Чир тыткăнне лекиччен унран упранни тĕрĕсрех тесшĕн Эсир, çапла-и? _ Çапла. Диспансеризаци, профосмотр витĕр тухасси çине пысăк явап-лăхпа пăхмалла. Чи кирли _ сывă пурнăç йĕркине пăхăнни. Виçеллĕ апатланупа кану, стресран пăрăнни, ытларах хускану туни чирлесрен асăрханма май параççĕ. Самăрланассинчен сыхланни те питĕ кирлĕ. _ Эндокринолог мĕнле анализ пама палăртать-ха? _ Эндокрин системин ĕçне тĕрĕслеме тухтăр гормонсен шайне (сахал е ытларах) тĕрĕслемешкĕн анализ партарать тата ятарлă тĕрĕслев витĕр кăларать. Сăмахран, щит евĕрлĕ пар УЗИне тутарать. Чи анлă сарăлнă тĕрĕслев _ юнри глюкоза шайне виçни. Глюкоза пĕверпе пыршăран юна лекет. Вăл пур органа та çитсе çынна энергипе тивĕçтерет. Глюкозăна организмра ирĕлтерме инсулин кирлĕ. Вăл хырăм ай парĕнче (поджелудочная железа) йĕркеленет. Глюкоза ылмашăвĕ пăсăлсан ун юнри шайĕ е ỹсет, е чакать. Ăна анализ парса пĕлме пулать. Юн анализĕ тăрăх сахăр диабетне çеç мар, диабет умĕнхи тăрăма та пĕлме пулать. Çавăнпа та вăхăтра профилактика мерисене йышăнма меллĕ. Юнри глюкоза шайĕ пĕчĕкки е пысăкки эндокрин системин ытти чир-чĕрĕ пирки те систерет. Асăрхаттарас килет: 40 çултан иртсен сывă çыннăн та юнри сахăрпа холестерин шайне çулталăкне пĕр хутчен те пулин тĕрĕслеттермелле. Виçĕ уйăх хушшинче юнра пуçтарăнакан сахăр шайне _ гликогемоглобина тĕрĕслеттерни тата шанчăклăрах. _ Надежда Николаевна, эндокрин системин чирĕсем чĕрепе юн тымарĕсен, психика, ỹт-тир тата ытти чир-чĕр пек палăраççĕ тенине илтнĕ, тĕрĕсех-и ку? _ Тĕрĕсех. Ахальтен мар, диагностика витĕр тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чире мĕн чухлĕ иртерех тупса палăртатăн, çавăн чухлĕ унран сипленме шанчăклăрах. Çавăнпа та эндокринолог патне çỹреме ỹркенмелле мар. _ Сахăр диабечĕ пирки ытларах чарăнса тăрар-ха. Мĕнпе хăрушă вăл пирĕншĕн? _ Тỹрех каламалла, хăрушлăхĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен вăл _ иртекен чир мар. Пĕрремĕш типлă чирпе чирлекен инсулинсăр тăма пултараймасть. Иккĕмĕш типлипе аптракан вара таблеткăсăр та, инсулинсăр та кун кунлаймасть, çĕр çĕрлеймест. Питĕ шел, диабетиксенчен ытларахăшĕ инсулин çинче юлаççĕ. Çак йывăр чир суккăрланасси, пỹре ĕçĕ пăсăласси, урана гангренăна ярасси (çĕртесси) патне те илсе çитерет. _ Шухăшлаттарать ку... Калăр-ха, сахăр диабечĕпе нушаланакансен "иккĕмĕш" чир те аталанать апла? _ Ку, чăн та, çапла. Юлашки çулсенче щит евĕрлĕ пар шыççи, хырăм ай парĕн чирĕсем вăй илчĕç. Вĕсем усал шыçă чирне куçни пăшăрхантарать. _ Эсир, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Шăмăршă район больницинче 1994 çултанпа ĕçлетĕр. Танлаштарар-ха: 90-мĕш çулсенче пирĕн тăрăхра эндокринологи лару-тăрăвĕ мĕнле пулнă, халĕ вăл еплерех? _ Тĕрĕсех калатăр: эпĕ Шăмăршă районне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ хыççăн ĕçлеме килтĕм. Ун чухне кунта пурăнакансем пырăн эндометри шыççипе (эндометрический зоб) аптратчĕç. Вăл организмра йод сахаллипе çыхăннă. Йодомаринпа çине тăрса сипленни ку чире чакарчĕ. Халĕ вара пырăн тĕвĕллĕ шыççи (узловой шишечный зоб) мала тухрĕ. _ Мĕнпе çыхăннă-ши ку? _ Пĕрремĕш сăлтавĕ _ экологире, ыттисем _ çынран хăйĕнчен килекеннисем. _ Апла иккен... Мĕнле упранма сĕнетĕр хальхи çынсене? _ Паллах, йодлă апат-çимĕçрен татăлма юрамасть. Шăрăх çанталăкра урамра, уйрăмах çара пуçăн, çỹремелле мар. Вĕри мунчара çапăнни, саунăра вăрах пулни, хĕвел çинче нумай хĕртĕнни, тепĕр майлă каласан, ультрафиолетовăй пайăркасене ытларах "çăтни" шутсăр сиенлĕ. Виçеллĕ ĕçпе кану, апат пирки каларăм ĕнтĕ. _ Пĕр сăмахпа, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла... Тавах Сире, Надежда Николаевна, калаçма вăхăт тупнăшăн. Эсир мана пĕлтерни хаçат тусĕсемшĕн те усăллă пуласса шанатăп. Сывлăхпа тăрăр. _ Сывлăхăмăр _ хамăр аллăмăрта. Çакна манар мар. Хăвăр та чипер çỹрĕр.