Апат хатĕрлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-07-09 11:12:16 Печать Версия для печати
ВОЛКОВ САША ТРАКТОРИСТ.jpg
Районта хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх тытакан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хĕл валли апат хатĕрлессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Пуянкасси ял тăрăхĕнчи Г.Н.Макаровăн хресчен хуçалăхĕнче сăвăнакан ĕнесемпе пăрусен шучĕ пысăк пулнăран çимене те нумай хывмалла. Кăçал 1000 тонна сенаж хума палăртаççĕ. Утă хатĕрлесси те лайăх пырать. Кунта пĕртăван Александрпа Николай Волковсен тăрăшулăхне палăртмалла. Çавăн пекех хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çывхарса килекен вырмана хатĕрленессипе те тимлеççĕ. Виталий Макаров кунĕпех комбайн патĕнче тăрăшать. Ăста механизатор "сарă тинĕсе" юсавлă "уй-хир карапĕпе" тухса вырмана вăхăтра тата пахалăхпа ирттермеллине лайăх пĕлет. Н.ВАЗАНОВ.