Кирек мĕнле чиртен те сыхланасси чи малтанах хамăртан килет. Çулталăк ытла тăсăлакан хăрушă чир нумай çын сывлăхне хавшатрĕ. Шел пулин те, юлашки вăхăтра коронавирус чирĕпе çемйипех чирлекенсем те, ĕç коллективĕпех инфекци ертнисем те чылай тĕл пулаççĕ.
Специалистсем палăртнă тăрăх, кун пек лару-тăрура вакцинаци çеç коронавируса çĕнтерме пулăшĕ. "Прививка тутарнă çыннăн иммунитет çирĕпленет, вăл чирпе кĕрешет", _ палăртаççĕ медицина ĕçченĕсем.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа ытларах Шупашкарпа Улатăр хулисенче, Канаш, Елчĕк, Йĕпреç, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче чирлеççĕ.
Шăмăршă районĕн больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, вакцинаци тăвакансен шучĕ кулленех ỹссе пырать. Уйрăмах вĕренỹ тата суту-илỹ тытăмĕнче тăрăшакансем хастарлăх кăтартаççĕ. Июлĕн 8-мĕшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе 2203 çын прививка тутарнă, вĕсенчен 1653-шĕ вакцинацин икĕ тапхăрне те вĕçленĕ. Шел пулин те, 10 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.
Юлашки вăхăтра республикăра та, ытти регионра та коронавируспа чирлекенсен хисепĕ ỹссе пырать. Ку чухне халăха массăллă вакцинаци тусан çеç вируспа тата унăн ытти штамĕсемпе кĕрешме пулнине пĕлетпĕр. Аллерголог-иммунологсем палăртнă тăрăх, юнра антителăсем чакассине кĕтмелле мар. Енчен те вăл 0,68-1,2-шайĕнче кăна юлнă пулсан нимĕн иккĕленмесĕрех прививка тутармаллине çирĕплетеççĕ вĕсем. Урăх йышши вирус ересрен вакцинаци тунă хыççăн та пит асăрхануллă пулмалла.
Н.ИЛЬИНА.