Ачашăн тунă ĕç пархатарлă

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-06-25 10:18:03 Печать Версия для печати
6d2fb585-cd0d-46fa-97e7-ffd6182b4300.jpg
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Ир пуçласа мĕн тĕттĕм-ччен ача-пăча татăлмасть Палтиелĕн В.Михайлов урамĕнчи В.Н.Долгов килĕ патĕнчен. Шỹт-кулă татти-сыпписĕр янрани аслисене те телейлĕ ачалăха тавăрать. Куçа туртаканни, чуна илĕртекенни _ вылямалли площадка. Ăна вара Василий Николаевич хăй аллипе ăсталанă. Аслă хĕрĕ Наташа çуралсан (иртнĕ ĕмĕрĕн 90 çулĕсенче) мăшăрĕпе Людмила Дмитриевнăпа пĕрле канашласа пепке валли ярăнса сикмелли чуччу тунă. Пурăна-киле пысăках мар вырăн чăн-чăн кану лаптăкне çаврăннă. Юрăхсăра тухнипе пăрахăçланă тимĕр "тăвайкки" тата пĕчĕк автомашина, хăпарса анмалли "асамат кĕперĕ", карусель, таканкки, кăвак "урхамах" кунта хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсене _ усăсăр выртаканскерсене Василий Николаевичăн ылтăн алли чĕрĕ сăн кĕртнĕ, иккĕмĕш пурнăç панă. Сăррине, деталь таврашне хăех туяннă-тупнă арçын, укçи-тенкине те никамран та ыйтман,_ ачасемшĕн-çке. Кунтах беседка та пур. Ăна, хальхи пурнăç таппинчен юлмасăр, чи хитре те çирĕп материалтан тунă. Шăрăхра сулхăна кĕрсе канма меллĕ, шашка-шахмат вăййипе киленме май пур. Хăйăр купи те _ хăйне евĕр вăйă вырăнĕ. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнса, выляв лаптăкĕ йĕри-тавра усă курма юрăхсăр автомашина-трактор кустăрмисене çĕр ăшне чавса лартнă. Пĕр сăмахпа, çитĕнекен ăрушăн мĕн пур услови пур Долговсен ача-пăча площадкинче. Михайлов урамĕнчен çеç мар, ялăн ытти кассисенчен те шăпăрлансем çỹреççĕ ку хăтлă та илемлĕ вырăна. Вĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те пуçаруллă та хастар çынна канăва усăллă та кăсăклă ирттерме май туса панăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Унран хакли мĕнех пур-ши пархатарлă çыншăн... З.СВЕКЛОВА.