Проектсене - пурнăçа

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-05-28 13:29:17 Печать Версия для печати
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Пуçару бюджетне тĕпе хурса ялта ĕç пуçласси хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшли шутланать. Çакна тĕпе хурса ялсенче кашни çулах мĕнле те пулсан курăмлă ĕç пурнăçланать. Вырăс Чукал ялĕн масарĕ патне илсе пыракан 409 метр çула юсаса çĕнетнĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 585000 тенкĕ тăкакланă. Контрактпа килĕшỹллĕн ĕçсене "Строитель плюс" сахал яваплă общество пурнăçланă. Çакăнпа кăна Чукал ял тăрăхĕнче кăçалхи ĕçсем вĕçленмен. Кунта халĕ Вырăс Чукал ялĕн масарĕн хурал пỹртне çĕнетессипе тăрăшаççĕ. Ăна юсаса çĕнетĕç, çивиттине витсе тата ытти ĕçсене пурнăçласа хăтлăх кĕртĕç. Çакăн валли çĕнĕ пура пуралаççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле пăхса хунă хакĕ 246,7 пин тенкĕ. Конкурсра Г.М.Ильин уйрăм предприниматель çĕнтерсе проекта пурнăçа кĕртессипе тăрăшать. Каярах пуçару бюджечĕпе хатĕрленĕ тепĕр проекта пурнăçламалла. Улмаллă ялĕнчи çăлкуç патĕнче çурт çĕклесе лартмалла. Çакăн валли 235,5 пин тенкĕ уйăрнă.