Ырă туни ырăпах таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-30 10:44:42 Печать Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Çулла. Урамра хĕртсе хĕвел пăхать. Çыран хĕрринче пĕр каччă ларать. Вăл хĕвел çутинче симĕсĕн-кавакăн курăнакан шыв çине куç илмесĕр пăхать. Питĕ чипер каччă хăй: кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă. Сасартăк хĕрарăм сасси илтĕнсе каять: «Микулай, часрах киле кил, апат сивĕнсе каять!» Кольăна амăшĕ чĕнет иккен. Ăна ялта Верук аппа та, Вера Петровна та тесе чĕнеççĕ. Коля нумай кĕттермерĕ, тăчĕ те килнелле уттарчĕ. Вĕсем амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Ашшĕ çук. Амăшĕ, сĕт-çу заводĕнче ĕçлекенскер, укçа нумаях илеймест. Çавăнпа та пурнăçĕ те пуянах мар вĕсен. Вун пĕрмĕш класра вĕренекен каччăран тăрăхлама та пăхаççĕ тантăшĕсем. Игорь çеç вĕсем пек мар, вăл чăн-чăн çывăх тус. Игорь пуян çемьерен пулсан та — Кольăран ютшăнман, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен иккĕшĕ те пĕр аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Анчах та… «Пурнăç тикĕс килмест», — тенĕ пек, шăпа урăхларах килсе тухать. Микулай шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, ĕçчен те сăпайлă ача пулнă. Тен, çавăнпах хăш-пĕр кĕвĕç чунлă ачасене çакă килĕшмен. «Мĕнле-ха капла? Чухăн çемьере амăшĕпе кăна пурăнакан ача пиртен лайăхрах вĕренме, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăма пултарать?» — тесе шутланă вĕсем. Ăна кураймасăр пĕр усал ĕç тума шутланă. Биологи вĕрентекен Надежда Ивановнăн учитель сĕтелĕ çинче выртакан кĕсье телефонне илнĕ те Кольăн сумкине чиксе хунă. Телефона шырама пуçласан — ăна Коля вăрланă пек пулса тухнă. Шкул директорĕ Верук аппана шкула чĕнтернĕ, пулса иртнĕ пăтăрмах синчен каласа панă. Çакăн хыççăн Вера Петровна чĕре чирĕпе аптрама пуçланă. Малалла вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ Микулай шкул пĕтерсенех ĕçлеме вырнаçнă: амăшĕ валли эмелсем илмелле пулнă. Виçĕ çул хушши амăшне сыватас тесе тăрăшнă ывăлĕ. Шалкăм çапнă хыççăн вырăн çинчен те тăрайман амăшĕ. Пĕррехинче Коля ĕçрен таврăнсан амăшĕ юратнă ывăлне хăй патне чĕнсе илнĕ те çапла каланă: «Ывăлăм, каçар мана, эпĕ сана телейлĕ тăвассишĕн тем пекех тăрăшрăм пулсан та — телейлĕ тăваймарăм. Эсĕ çамрăк, эсĕ вăйлă, эсĕ темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратăн. Нимрен те ан хăра, çĕр çинче ытларах ырă ĕç тума тăрăш, йывăрлăха лекнĕпулăн. Эпĕ сана питĕ-питĕ юрататăп». Çак сăмахсем хыççăн Вера Петровна куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă, пĕртен-пĕр ачишĕн çунакан чĕри те ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Виçĕ çул хушши кулса-савăнса курман, пĕрмаях йывăр шухăшпа тулнă чун-чĕри урăх чăтса тăрайман Кольăн, вăл çирĕп кăмăллă арçын пулсан та - чунĕ кӳтсе килнипе тăраниччен ĕсĕклесе макăрнă. Унăн пĕртен-пĕр юратнă çынни — хайне пурнăç парнеленĕ амăшĕ — яланлăхах çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Паллах, ку пысăк çухатăва чăтма йывăр. Верук аппана пытарма та çын нумай пухăнман: пĕрле ĕçленисем, кӳршĕсем тата Игорь. Игорь — чăн-чăн юлташах, вăл Кольăна йывăр самантра пăрахман. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл аслă шкула экономиста вĕренме кĕнĕ. Амăшне пытарнă хыççăн Кольăн пӳрчĕ те, чунĕ те пушанса юлчĕ. Вăл хăйне-хăй ниçта чикме пĕлмерĕ. Пĕр-пĕччен тăрса юлнăскер, кулянчĕ, асапланчĕ — уншăн çут хĕвеллĕ илемлĕ пурнăç тĕксĕмленсе килчĕ, малалла пурăнас туртăмĕ те хавшаса пычĕ. Пӳртри кашни кĕтес амăшне аса илтерчĕ. Нимĕн тума аптранă енне, Микулай хăй çуралса ӳснĕ тăван кил-çуртне сутрĕ те ним тĕллевсĕр-мĕнсĕрех хулана тухса кайрĕ. Темиçе кун ĕç шыраса утрĕ вăл хула урамĕсем тăрăх. Кермен пек чаплă çурт умĕнче чарăнчĕ те алăк çумĕнчи шăнкăрав çине асăрханса та иккĕленсе пусрĕ. Кил хуçи сасси илтĕнсе кайсан хăй ĕç шырани çинчен пĕлтерчĕ. Ку çемьене хуçалăхра ĕçлекен, сад пахчине пăхса тăракан çын кирлĕ иккен. Кольăн пурнăçĕ çĕнĕ çĕрте кашни кун пĕр евĕрлĕ иртсе пычĕ. Çурт çывăхĕнче пысăках мар кӳлĕ пур. Ачаранах Коля шыв çине пăхса ларма юратаканскер, халĕ те вăл ĕçлесе ывăннă хыççăн час-часах çав кӳлĕ хĕрринче канса ларакан пулчĕ. Пĕр кунхине вăл кăшт канса илес тесе кӳлĕ хĕррине пырса тăчĕ çеç, такам пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтех кайрĕ. Пĕр хĕр ача шывра путма пуçланă иккен. Коля ним шутласа тăмасăрах шыва сикрĕ те, пулă пек хăвăрт ишсе кайса хĕр ачана туртса кăларчĕ. Ку — кил хуçисен вунă çулхи хĕр ачи иккен. Халиччен унпа çывăххăн паллашманччĕ-ха Коля. Халĕ вара ятне те ыйтса пĕлчĕ. Алеся ятлă иккен вăл. «Тархасшăн, эпĕ шыва путма пуçлани çинчен никама та ан кала», — терĕ те хĕр ача çурт еннелле чупса кайрĕ. Çакăн хыççăн вĕсем час-часах тĕл пулма пуçларĕç, туслашса кайрĕç. Алесьăн юлташĕсем пулман иккен, унăн вара кампа та пулсан калаçас килнĕ. Алесьăн ашшĕ-амăшĕ те хирĕçлемен, хĕр ачи тус-юлташ тупнăшăн савăннă çеç. Кольăпа Алеся пиччĕшĕпе йăмăкĕ пекех çывăхланса çитрĕç. Акă мĕн пĕлчĕ Коля кулленхи калаçура. Алеся сайра тĕл пулакан чирпе чирлет иккен. Хальлĕхе ăна сыватмалли эмел çук теççĕ. Чире пулах Алеся шкула та çӳремест, килтех вĕренет. Алесьăн инкекĕ çинчен пĕлсессĕн Коля тарăн шухăша путрĕ. Мĕнле майпа сыватма пулать-ши çак ытарма çук илемлĕ те кăмăллă хĕр ачана? Каччă Алесьăн ашшĕ-амăшĕпе калаçса пăхма шут тытрĕ. «Эпĕ шкулта тăрăшса вĕренеттĕм. Анне чирлесе кайнине пула малалла вĕренме кайма май килмерĕ. Халĕ, Алесьăн чирĕ çинчен пĕлсессĕн манăн тухтăра вĕренме каяс шухăш тĕвĕленчĕ. Вĕренсе тухса Алесьăна пулăшас килет, сыватас килет», — терĕ. Паллах, кил хуçисем каччăн шухăшне ырласа йышăнчĕç, вĕренме кĕме те, вĕренсе тухма та пулăшрĕç. Аслă шкулта Коля тăрăшса вĕренчĕ, ăста хирург пулса тăчĕ. Ун патĕнче сывалас текенсем йышлансах пычĕç. Пурин нушине те ăнланма, пурне те пулăшма тăрăшрĕ вăл. Алесьăна сыватмалли эмел шутласа кăларасси çинчен вăл студент чухнех ĕмĕтленнĕччĕ. Телее, ун ĕмĕчĕ çитрĕ! Коля (халĕ вăл Николай Алексеевич) Алесьăна сиплеме тытăнчĕ. Çур çултан Алеся сывалса та çитрĕ. Алеся та, унăн ашшĕпе амăшĕ те чун-чĕререн савăнчĕç. Унтанпа вун пилĕк çул иртрĕ. Николай Алексеевич хăй шутласа кăларнă эмелпе нумай-нумай çынна сыватса малалла пурăнма шанчăк та савăнăç парнелерĕ. Таврари паллă та хисеплĕ хирург пулса тăчĕ. Хăй ячĕпе сиплев центрĕ уçрĕ. Николай Петрович телейлĕрен те телейлĕ çын: унăн арăмĕ те, икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ те ăна питĕ юратаççĕ. Пурнăçра çĕр пăрăнăç теççĕ çав. Шкулта Кольăран мăшкăллакан ачасем хăйсен пурнăçри вырăнĕсене тупаймасăр аран-аран саплаштаркаласа пурăнкалаççĕ. Коля вара, амăшĕн ырă сăмахĕсене асра тытса, хăйĕн пурнăçне çынсене пулăшас, çынсене ырă тăвас ĕçе халалласа ытлă-çитлĕ пурăнать. Ырă туни ырăпа таврăнать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. А.Харитонова.