Часах - кĕркунне...

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-07 13:52:40 Печать Версия для печати
ÇУЛЛА та хăйĕн юлашки уйăхне кĕчĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ _ кĕркунне те çитсе тăрĕ. Мĕнле кĕтсе илетпĕр-ха эпир сивĕ кунсене, еплерех хатĕрленетпĕр? Çак ыйтусемпе районти "Жилкомсервис" УК" сахал яваплă пĕрлешỹ ĕçлеме пуçăннă та ĕнтĕ. Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ: Космовски урамĕнчи 11-мĕш çуртăн 1-мĕш подъездĕнче пандус вырнаçтараççĕ. Асăннă урамри 12-мĕш çуртăн тата Юбилей урамĕнчи 6-мĕш çуртăн подъезчĕсенчи алăксене ăшă тытса тăма юрăхлă тăваççĕ, маччи çине хăпармалли алăксене питĕреççĕ. Ленин урамĕнчи 45-А çуртăн умне çĕнетеççĕ, кивелнĕ вырăнсене штукатуркăлаççĕ, картлаçне тата карлăкне сăрлаççĕ. Ленин урамĕнчи 48-Б çурт умĕнчи пĕчĕк пахчана унта пурăнакансем пĕрле пухăнса карта тытаççĕ. Ăна сăрламашкăн Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ сăрăпа тивĕçтернĕ. Иртнĕ эрнере пирĕн района сивĕ-сем пуçланичченхи ĕçсемпе паллашма республикăри çурт-йĕр енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекторĕ Дмитрий Геральдович Алексеев килсе кайрĕ, Шăмăршăра хутса ăшăтмалли сезона епле ха- тĕрленнипе интересленчĕ. А.САДРЕТДИНОВ.