Тĕрĕслев ирттереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-22 09:52:38 Печать Версия для печати
Районта мобильлĕ ушкăнсем çынсем маскăпа çỹремелли тапхăра мĕнлерех пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Вĕсем лавккасене, автостанцие, аптекăсене кĕрсе тухнă, вĕсенчи лару-тăрăва пăхнă. Йĕркене пăхăнманнисене асăрхаттарнă, ăнлантару ĕçĕсене ирттернĕ. Шел те, анчах протокол çырма та тивнĕ. Маскăпа çỹремелли тапхăр пирĕн майăн 12-мĕшĕнчен тытăннă, хальлĕхе ăна пăхăнмах тивет. Лавккана, аптекăна кĕме, таксие, общество транспортне ларма çынсен маска тăхăнмаллах. Çавăн пекех перчетке пирки те манмалла мар. А.УДИН.