Тикĕс çул сарăлнăран чунăм савăнса тăрать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-22 09:43:18 Печать Версия для печати
ремдор.jpg
Хальхи вăхăтра районти çулсене юсас, çĕнетес ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Унта е кунта çул çинче трактор-машина, рабочисем ĕçленине курма пулать. Яка та тикĕс çул вара пурне те кирлĕ. Районта çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çулсем çинчи шăтăк-путăка саплаççĕ, ытла вăйлă арканнă лаптăксене çĕнĕрен асфальт сараççĕ. "Шăмăршă - Анат Чаткас _ Хайпăла паççулки" автоçул çинче те ĕçсем пуçланнă. Кунти ĕçсен хакĕ _ 2213,0 пин тенкĕ, пурнăçлаканĕ _ Шăмăршăри А.П.Егоров уйрăм предприниматель. Çĕнĕ асфальт сарнă çĕрте Валерий Борисов, Адик Андреев, Борис Ухорский, Павел Зайцев водительсем, Евгений Хураськин тракторист, Дмитрий Борисов тата ыттисем те тăрăшаççĕ. Лайăх çанталăкпа усă курса автоçулăн 314 метрне çĕнĕрен асфальт сарса тикĕсленĕ. Асфальтпа тивĕçтерекенĕ _ "РЭМИСС" пĕрлешỹ. Юсав ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Малашне çатма пек яка та тикĕс çулпа машинăсем шăхăрса çеç иртсе çỹрĕç. А. МИХАЙЛОВ.