Хурт-хăмăрçа паспорт кирлех

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-05-19 09:47:04 Печать Версия для печати
Нумай регионта хурт-хăмăр тытакансем ветеринари паспорчĕ пулманран, хăйсем хурт-хăмăр усранине çирĕплетеймеççĕ. Çакна пула компенсаци илесси пирки шутлама та пултараймаççĕ. Çавăнпа та вăхăта сая ямасăр кашни хурт-хăмăрçăн ветеринари станцине кайса санитари паспортне илмелле. Унсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕнче хурт-хăмăр çемйи усранине хуçалăх кĕнекине çыртармалла. Кун пирки 2016 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче йышăннă 161-мĕш номерлĕ саккунра тĕплĕн каласа кăтартнă. Н.ПИРОЖКОВ.