Ăста фермер

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-02-28 10:36:56 Печать Версия для печати
МАКАРОВ ОЛЕГ.JPG
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Макаровсене районта аван пĕлеççĕ. Вĕсен йăхĕ çĕр ĕçĕпе 150 çул ытла тăрăшать. Аслашшĕ-асламăшĕн, ашшĕ-амăшĕн кун-çулне паян Геннадий, Виталий, Олег пĕртăвансем тăсаççĕ. Сăмахăма Николайпа Лидия Макаровсен кĕçĕн ывăлĕ Олег çинчен хускатасшăн. Вăл иртнĕ çул "Фермер ĕçне пуçăнакан" конкурса хутшăнса патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çавна май фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Грант укçи-тенкипе тĕрлĕ агрегат, ĕне выльăх туяннă. Паянхи куна унăн 50 яхăн пуç. "Эпĕ ашлăх выльăх ĕрчетес çул-йĕре суйласа илтĕм. Ĕçлеме пуçлани çулталăк та çитмен-ха. Тупăш пирки хальлĕхе калаçма та кирлĕ мар. Тепĕр уйăхран ĕнесем пăрулама пуçлаççĕ. Ун хыççăн пăрăва сахалтан та 18 уйăх усрамалла", _ калаçăва пуçăнчĕ Олег Николаевич. "Сĕтпе куллен тупăш илме пулать. Ашлăх выльăха усрани тупăш кỹрет-ши паян?" _ кăсăк-лантăм эпĕ. "Ман шутпа, сĕтпе аш-какайран пĕр пек тупăш илетĕн. Çитменнине, ĕç сахалрах. Ашлăх ĕне выльăха сумалла мар. Сĕчĕ пăру валли çеç. Унсăр пуçне вăл, "герефордская" ăрат, сивĕ-рен хăрамасть, апат тиркемест, ỹт лайăх хушать. Эпĕ ăна Канаш тăрăхĕнчен туянтăм", _ пулчĕ хурав. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан çамрăк пĕр вăхăт Мускавра строительствăра вăй хунă. Кунта ĕçлени ăна пурнăçра чылай пулăшнă. Пỹрт-çурт тăвас, ăна юсаса илемлетес тĕлĕшпе вăл, чăн та, маттур. Ашшĕ-амăшĕ тунă çурта кермен пек илемлетнĕ. Олег ял çыннине те пулăшать. Ахальтен мар ылтăн алăллă çамрăка ял-йыш хисеплет, сума сăвать. Ют çĕрте ĕçлесе пурăнни çамрăкăн кăмăлне кайман, вăл тăван тăрăха таврăнса, тĕпленсе пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çавна май фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шухăшланă. Телее, патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. "Фермерсене çакнашкал пулăшу кỹни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Патшалăха уншăн пысăк тав. Манăн 3 млн тенке ĕçлесе илес пулсан сахалтан та 5-6 çул вăй хумаллаччĕ. Гранта тивĕçеймен пулсан та эпĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Тепĕр лайăх пулăм пирки те асăнмасăр иртейместĕп, иртнĕ çул Гена тете Пуянкассинче 130 пуç вырнаçмалăх ĕне ферми хута ячĕ. Вăл ăна "Выльăх ĕрчетекен çемье ферми" программăпа турĕ. Ман валли вара кивĕ витесем юлчĕç. Эпĕ выльăха халĕ унта тытатăп", _ тăсăлчĕ калаçу çăмхи. Выльăх апачĕ, тĕш тырă акса çитĕнтерме Олег Макаровăн 120 гектар çĕр пур. Унта çуркунне 30 гектар люцерна, ыттине вара урпа, сĕлĕ акасшăн. Çуракине хатĕрленсе фермер элита урпа вăрлăхĕ туянма шухăшлать. Ун патĕнче икĕ çын ĕçлет. Çавăн пекех ăна мăшăрĕ, ачисем пулăшаççĕ. Асли, Шупашкарта электромеханика колледжĕнче вĕрекенекенскер, машина-трактор правине алла илнĕ. Çуллахи вăхăтра руль умне ытларах вăл ларать. Кĕçĕнни те ĕçе вĕренсе пырать. Хастар çамрăк мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнать-ха? Унран кун пирки те ыйтса пĕлтĕм. Малашне вăл ĕне выльăха 100 пуçа çитерме палăртать. Çавна май фермăна юсаса çĕнетме тĕв тытнă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме çĕр лаптăкне те ỹстересшĕн. Пĕтĕмлетсе каласан, шухăш-ĕмĕт вăчăра евĕр пĕр-пĕринпе çыхăнса пырать. Макаровсен ачисем пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ. Çакă ĕçре çăмăллăх кỹрет. Геннадий Николаевич хресчен (фермер) хуçалăхне 1998 çулта йĕркеленĕ, сăвăнакан ĕнесем тытать. Виталий Николаевич вара ун патĕнче вăй хурать. Вăлах комбайнер, тракторист, зоотехник, ферма заведующийĕ. Пĕлтĕр районта "Чи лайăх комбайнер" ята тивĕçнĕ, "Дон-1500Б" комбайнпа 1942 тонна тыр-пул çапса тĕшĕленĕ. В.ПЕТРОВА. Кăларăма Александр Михайлов хатĕрленĕ.