"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Пуçлăхăн лавне туртма пĕрре те çăмăл мар. Енчен те çакна тума хĕрарăма тивет пулсан, пушшех те. Çапах та пултаруллă та маттур хĕрарăмсем пурри, вĕсем мĕнле лару-тăрура та çухалса кайманни, умĕсене лартнă тĕллев патне çитме пултарни, хăйсем хыççăн ыттисене ертсе пыма пĕлни темрен те паха. Хĕрарăм пур çĕрте те пултарать: килте те ĕçлет, ĕç вырăнĕнче те хуçăлмасть.
Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕн лавне шăпах пур енчен те пултаруллă, пуçаруллă Лариса Петрова нумай çул хушши сĕтĕрет. Вăл нихăçан та йывăрлăхсем умĕнче пуçне усмасть, вĕсене кая хăвармасăр çийĕнчех татса пама тăрăшать. Ял тăрăхне кĕрекен икĕ ялпа виçĕ паççулккăра пурăнакан кашни çын валлиех вăхăт тупать. Çивĕч ыйтусене вырăнтах татса парасси уншăн тĕп вырăнта. Çавăнпах ĕнтĕ Лариса Николаевна туса пыракан ĕçсем пирки ял тăрăхĕнче пурăнакансем ырăпа кăна асăнаççĕ. Мĕнлерех сывлать-ха паян Анат Чаткас ял тăрăхĕ, мĕнле ĕçсем тунипе палăрать? Çакна уçăмлатма тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тĕлĕшпе Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Лариса Петровапа тĕл пулса калаçрăмăр.
_ Лариса Николаевна, чи малтанах ял пурнăçĕпе, унăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарсамăрччĕ?
_ Анат Чаткас ял тăрăхне 2 ялпа 3 паççулкка кĕрет. Анат Чаткас ял тăрăхĕнче те çынсен шучĕ чакса пырать. Кунта 1 çулталăкра 90 яхăн чакнă. 384 пурăнакан тата 122 пушă хуçалăх. Паллах, çамрăксем ялта юлманни, ватăсем вилсе пыни те ялсенчи лару-тăру япăхланнин сăлтавĕ. Пропискăра тăракансем нумайăн пулсан та, ялсемпе паççулккасенче ĕмĕрĕсене ирттерес текенсем сахаллансах пыраççĕ. Акă, Хайпăла паççулккинче халĕ те пĕр хуçалăх шутланса тăрать, çынни те пĕрре _ пропискăра. Максим Горький паççулкки те (10 хуçалăхра 22 çын) ватă çынсемпе кăна тытăнса пурăнать. Вĕсем вилсе пĕтсен вырăнĕ кăна юлĕ. Хĕрлĕ Васан паççулккишĕн те пысăк уйрăмлăх çук. Хуçалăхсен шучĕ 50 яхăн пулсан та, яланлăх пурăнакансем пропискăра кăтартнă 46 çынран самай сахалрах. Паллах, çанталăк ăшăтсан ял "чĕрĕлет" темелле. Хуласенчен тăван тăрăха таврăнакансемпе урамсем тулаççĕ. Анат Чаткасра _ 242 хуçалăхра 522 çын пулсан, Тури Чаткасра _ 103-ĕшĕнче 244-ăн шутланать.
Шел те, иртнĕ çул ял тăрăхĕнче пурĕ те 4 ача кăна çуралнă, 18 çын вара яланлăхах куçĕсене хупнă.
_ Ял тăрăхĕнче пурăнакансем мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ?
_ Каламасăрах паллă ĕнтĕ, ял çынни çĕр çинче тăрмашать, выльăх-чĕрлĕх тытать. Килти хуçалăх вĕсене çемье бюджетне пуянлатма май парать. Çынсем туса илнĕ ял хуçалăх продукцине сутма тăрăшаççĕ. Хăйсенчен ытлашши сĕте те патшалăха сутаççĕ, аш-какайпа суту-илỹ тăваççĕ. Паллах, ял çынни туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ йỹнĕ пулни вĕсене канăçсăрлантарать. Акă сĕт хакĕ 1 литршăн 19 тенкĕ кăна.
_ Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те сирĕн тăрăхра лайăх ĕçлесе пыраççĕ...
_ Çапла, вĕсем пурри хирсене пушă выртасран хăтăлма пулăшать. Хăйсен çĕрĕсем çинче хуçалăхсем тырă-пулă, çĕр улми çитĕнтерсе пуçтарса кĕртеççĕ, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе те лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсене ял хуçалăх культурисен тухăçĕ те савăнтарчĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем иртнĕ çулта 1689,7 тонна тĕш тырă, 372,5 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Фермерсем ĕççи вăхăтĕнче ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем туса параççĕ, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулăшаççĕ.
_ Лариса Николаевна, ялсен сăн-сăпачĕ çĕнелнинче камăн тỹпи пысăк?
_ Тем каласан та, пĕр ĕçе те пĕччен пуçласа вĕçне çитерме май çук. Çавăнпа та ял сăн-сăпатне илемлетес, хăтлăх кĕртес ĕç çынсемпе пĕр тĕвве пĕтĕçсе пурнăçласан кăна пулать. Ку енĕпе пирĕн нимĕнле чăрмавсем те çук. Çынсем хăйсем пурăнакансен кил-çурт таврашĕсене тирпей-илемре тытма тăрăшаççĕ. Чăннипех те чун-чĕрипе ял хăтлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çыннах тав тăвас килет. Ялта туса ирттерекен пысăк ĕçсене пурнăçлама çынсем кутăнлашса тăмасăр хутшăнаççĕ, хаваспах ĕçлеççĕ.
_ Хытă йышши каяшсемпе çỹп-çапа пăрахмалли контейнерсене вырнаçтарасси мĕнлерех пулса пычĕ?
_ Ытла темлех йывăрлăхсем сиксе тухмарĕç. Контейнерсене вырнаçтариччен çынсем кил-хуçалăхра пухăннă çỹп-çапа михĕсене тултарса палăртнă вырăнсене пырса хуратчĕç. Каярах, площадкăсем туса контейнерсем вырнаçтарсан, ялсен сăн-сăпачĕ татах та улшăнчĕ. Ял тăрăхĕнче контейнерсем вырнаçтармалли пурĕ 10 площадка туса хатĕрленĕ, вĕсене контейнерсем лартса тухнă. Çакна пурнăçлама пуçару бюджечĕпе усă курнă, 296,5 пин тенкĕ тăкакланă.
_ Иртнĕ çулта туса ирттернĕ ытти паллăрах ĕçсем çинче те чарăнса тăрар-ха... _
Ялсем çĕнелсе пырсан чун-чĕре савăнать. Тунă ĕçсемпе кăна лăпланса лармалла мар. Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн, çăмăллатассишĕн сахал мар тăрăшма тивет. Ачасем валли ялсенче канмалли-вылямалли площадкăсем тунине те ырă пулăмсен шутне кĕртес килет. Вĕсене карта тытса пỹлнĕ. Çакăнта каласа хăварасах килет, шел, анчах çамрăксем каçхине унта пырса ларса карусельсемпе таканккисене ватса хăварнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Масарсене тасалăхра тытассине мала хуратпăр. Вĕсенче те субботниксем йĕркелетпĕр. Анат Чаткасри масар çинчи хурал пỹртне юсаса çĕнетрĕмĕр. Ку ĕçе пурнăçлама та пуçару бюджечĕпе усă курса 122,1 пин тенкĕ расхутларăмăр. Чиркỹ таврашĕнчи картана юсаса çĕнетнĕ, ялсенче çулсене якатса тикĕсленĕ, кĕперсем те тимлĕхрен тухман. Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине тĕпе хурса ялсенчи палăксене хăтлăха кĕртрĕмĕр, хỹме-картана тỹрлетрĕмĕр.
Тăван ялтан тухса кайса ют тăрăхра пурăнакансем ырă ĕçсем туса пулăшнине пайăррăн асăнса хăварас килет. Акă Чĕмпĕр енче тĕпленнĕ пĕртăван Ивановсен ырă ĕçне ял-йыш яланах асра тытса пурăнĕ. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе масар çине тасатма пултарчĕç: çỹллĕ ỹссе кайнă йывăçсене касрĕç, тимĕр карта тытрĕç...
_ Ял тăрăхĕнче тумалли кăçалхи ĕçсен планĕпе кĕскен те пулсан паллаштарсамăрччĕ?
_ Пуçару бюджечĕпе пурнăçламалли 2 проект туса хатĕрленĕ. Веçех йĕркеллĕ пулсан, Тури Чаткасри хурал пỹртне юсамалла, çак ялти Полевая урамри çула тикĕслемелле. Паллах, кунсăр пуçне те ĕçсем тупăнсах пырĕç, вĕсене пурнăçласси çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Тирпей-илем тăвассине те куçран вĕçертмĕпĕр.
_ Лариса Николаевна, ял çынни пушă вăхăта мĕнлерех ирттерет-ха?
_ Тĕрĕс палăртрăр, çыннăн ĕçлеме те, канма та пĕлмелле. Ку енĕпе те ĕçлетпĕр. Культура çуртĕнче, библиотекăра тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Унта çынсем хаваспах хутшăнаççĕ. Хăшĕсем сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, теприсем вĕсен ăсталăхне курса хаклама пыраççĕ. Массăллă мероприятисем те питĕ интереслĕ те хаваслă пулаççĕ. Вĕсенче ватти-вĕтти савăнать, юрлать, ташлать. Спорт енĕпе вара чаткассен кăтартăвĕсем начар-им? Никам та пире хурлама пултараймĕ. Ялта та ăмăртусем йĕркелетпĕр, районти турнирсене те хастар хутшăнатпăр.
_ Кашни ялтах хăйĕн çуралса ỹснĕ кĕтесĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, ырă ĕçсемпе палăрнă çынсем пур...
_ Эпир те хамăр паллă ентешсемпе мухтанма пултаратпăр. Вĕсен ячĕсемпе мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелетпĕр. Ф.А.Афанасьев, В.И.Максимов, Н.Ф.Патов, С.Ф.Сайкин, М.Н.Ухваркин ячĕсене мĕнле-ха манса кайăн... Вĕсем тунă ырă ĕçсем ламран-лама куçса пырса ял тăрăхĕн историйĕнче çырăнса юлĕç.
_ Лариса Николаевна, тавах сире калаçушăн. Малашне те сирĕн ĕçсем ăнса пыччăр, тĕллевĕрсем пурнăçланччăр.
А.Михайлов калаçнă.
Кăларăма Александр Михайлов хатĕрленĕ.