Кĕнекесене пахалĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-28 09:05:19 Печать Версия для печати
Чăваш кĕнеке издательствине кăçал 100 çул тулать. Çакна халалласа республикăра ятарлă проект йĕркелесе янă, кĕнеке авторĕсемпе районсемпе хуласенче тĕл пулусем иртеççĕ. Январĕн 31-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче Нелли Петровскаян "Ылхан", Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" тата Валерий Яковлевăн "Пурнăçăм _ театр" кĕнекисене пахаласа хаклĕç. Мероприяти 15 сехетре уçăлать. Çынсем хăйсене интереслентерекен ыйтусене çĕклесе вĕсем çине хуравсем тупма, кĕнекесене туянма та пултарĕç. И.ТИМОФЕЕВА.