Профилактика операцийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-28 09:04:34 Печать Версия для печати
Юр çинче çỹремелли техникăна (снегоход) туяниччен маларах ятарлă пĕлỹ илмелле. Техника транспорчĕсене те регистраци витĕр кăлармалла, патшалăх техника надзорĕнче учета тăратмалла. Çак ĕçе техникăна туяннă хыççăн 10 кун хушшинче пурнăçламалла. Ăна кашни çулах техосмотр кăлармалли пирки те манмалла мар. Çула тухнă чухне техника çинче огнетушитель, аптечка, водитель тата çумĕнче ларса пыракан валли пуçне тăхăнма мотошлем пулмалла. Кашни çулах хĕлле "Снегоход" ятпа прафилактика операцийĕ иртет, вăл январĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. В.МАТВЕЕВ.