Совхоз çапла пуçланса кайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-21 10:37:36 Печать Версия для печати
животноводы совхоза Шемуршинский.jpg
КУ сăн ỹкерчĕке 1979 çулта пичетленĕ. Кунта "Шемуршинский" совхозра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче нумай çул хушши вăй хунă специалистсем, дояркăсем сăнланнă. Пĕрремĕш ретре (сылтăмран сулахаялла): Н.Стефинова, М.Александрова, О.Китайцева дояркăсем, В.Любимов _ тĕп зоотехник, В.Мадюкова, Г.Давыдова _ дояркăсем. Иккĕмĕш ретре: Е.Храмова, З.Санигарова _ дояркăсем, А.Шамеев _ ветеринари тĕп врачĕ, Л.Игнатьев _ техник-осеменатор, В.Кудряшов _ ферма заведующийĕ. Районти чи пирвайхи совхоза 1965 çулта Мичурин ячĕпе хисепленекен тата "Гвардеец" колхозăн никĕсĕ çинче йĕркелеме палăртнă. Директорĕ пулма Г.И.Савинова шаннă. Вăл 1960-1962 çулсенче Шăмăршă райĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула Васан ялĕнче пурăнакан ĕç çыннисем çак ыйтăва хирĕçленĕ. Июнĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăмăршă, Энтĕрьел, Ирçе Тĕкки, Шăмăршă ялĕнче пурăнакан колхозниксем "Шемуршинский" сохозра рабочи пулса ĕçлеме килĕшнĕ. Çĕнĕ хуçалăх патшалăх тытăмĕнче шутланнăран, ĕçлекенсем кашни уйăхрах ĕç укçи илме пуçланă. Çак тапхăрта çакă пурне те хавхаланса ĕçлеме пулăшнă, ĕç тухăçлăхне ỹстерме май панă. Директор пулма А.К.Миронова çирĕплетрĕç (10.06.1965 _ 07.1966). Малалла çак тивĕçе пурнăçлама И.А.Журавлев пуçăнчĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе Шăмăршăра, Энтĕрьел, Ирçе Тĕкки ялĕсем çумĕнче выльăх-чĕрлĕх усрама çĕнĕ зданисем çĕкленчĕç. Хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсем акса çитĕнтерес енĕпе те пысăк çитĕнỹсем тума пуçларĕ. М.ЗАХАРОВ.