Çуралакансем 3 хут сахалтарах

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-08 14:08:35 Печать Версия для печати
Эй, турă тупата темелли çеç юлчĕ пулмалла... Октябрь уйăхĕнче районта вилекенсем çуралакансенчен 3 хут нумайрах пулнă-çке. Çут тĕнчене 5 хĕр ачапа 2 арçын ача килнĕ пулсан, 12 арçынпа 9 хĕрарăм пурнăçран уйрăлса кайнă. Хĕрарăмсен пурнăç тăршшĕ _ 78, арçынсен 63 çулпа танлашать. Иртнĕ уйăхра 3 туй пулнă, пĕр çемье арканнă. Çавăн пекех 14 çул тултарнисене чаплă лару-тăрура паспортсем панă. Çак ĕçе пурнăçлама полици ĕçченĕ Р.Идрисов, миграци службин ĕçченĕ В.Калашникова хутшăннă. М.ЕФИМОВА.