А. Чураев _ спорт мастерĕн кандидачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-01 10:05:21 Печать Версия для печати
ВЫРСАРНИКУН Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн самбистсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 100 ытла спортсмен малти вырăнсемшĕн çивĕч кĕрешнĕ. 62 килограма çитичченхи виçере арçынсем хушшинче Шăмăршă каччи, халĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 1-мĕш курсĕнче вĕренекен Антон Чураев палăрнă, 2-мĕш вырăн йышăнса кĕмĕл медале тивĕçнĕ (тренерĕ А.Ичанкин). Антонăн республика шайĕнчи çитĕнĕвĕ çав тери савăнтарать _ çак çĕнтерỹшĕн ăна спорт мастерĕсемпе те кĕрешме тивнĕ. Çак сумлă спорт кăтартăвĕ Антона спорт мастерĕн нормативне тултарма май панă. В.АНТОНОВ.