Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
САКĂР теçетке тултарчĕ Асанкассинче пурă- накан Зина акка. 49 çул каялла Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕнчен илсе килнĕ ăна пулас мăшăрĕ. Сакăр ачаллă йышлă çемьере çитĕннĕ вăл.
- Виçĕ ачаллă арçынна, хура кăмрăк çине килнĕ эпĕ, - иртнине тарăннăн сывласа аса илет Зинаида Николаевна Корчакова. - Анчах çакă ун чухне нимĕн чухлĕ те шиклентермен: ал-урара вăй-хал тапса тăнă, чĕрере - амăшĕсĕр юлнă тăлăх ачасене шеллени.
Пỹрт-çурчĕ кăна мар, арăмĕ те пушарта çунса вилни çав тери йывăр хуйхă пулнă Виктор Корчаковшăн. Виçĕ ывăлĕнчен чи кĕçĕнни - 4 уйăх çурăри кăкăр ачи, асли - çиччĕре, вăталăххи - пиллĕкре... Кĕçĕннине Улатăрти ача çуртне леçме тивнĕ. Унăн тетĕшĕсем те - пĕчĕк ачасем... Çак самантра ĕçчен те ăшă кăмăллă хĕрарăм тĕлне пулни чăннипех те телей пулнă пысăк инкек тỹснĕ çемьешĕн. Зина акка хĕвел çути илсе килнĕ хăйĕнпе пĕрле - часах вĕсем çĕнĕ кил-çурт та çавăрма пултарнă, ачасем те хĕрарăмăн чун-чĕри хĕрỹлĕхĕнче амăшĕн ăшшине тупнă. Çурт-йĕрне вара çулсерен çĕнетсех тăнă - ĕçлеме ỹркенмен.
- Чăн-чăн амăшĕ вырăнĕнче лайăх ỹстернĕ вăл тăлăхсене. Хăй çумĕнчен пĕрре те вĕçертмен: тирпейлĕ çỹретнĕ, ĕçе вĕрентнĕ - пурте салтака юрăхлă çирĕп сывлăхлă çитĕннĕ, - лайăх сăмахсем кăна калать 80 çулхи юбиляр çинчен Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Лариса Драгунова.
... Ят çыртарса ĕçлеме 14 çултах тытăннă Зинаида - химлесхоза сухăр юхтарма çỹренĕ. Пушă сухăр витри, шỹсе кайнăскер, хăех 4 кило тайнă. Тулли витре вара - 20 кило ытла! Кунĕпе миçе витре йăтнă норма тултарас тесе!
- Ларса канса курман. Чупса çỹресе ĕçлесех ĕмĕрĕм иртсе кайрĕ... Йывăр ĕçпе алăри ỹт шăтатчĕ - сухăрта кăна 18 çул ирттернĕ. Кунта качча килсен те 5 çул сухăр йăтрăм. Колхоз ĕçĕнчен те юлман: ăçта хушнă - унта кайнă. Бригадăри пай ĕçĕсене ывăл ачасене те пĕчĕкрен явăçтарнă - пĕрле çум çумланă, кил-хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх усранă (ĕнесĕр нихăçан та пурăнман!), пахча çимĕç туса илнĕ, - ман ыйтусем çине хуравлать хисеплĕ ĕç ветеранĕ.
Вăрçă умĕн çуралнисем йывăрлăхсене пайтах тỹснĕ - нăйкăшман, çăмăл ĕç шыраман. Анчах та ют ачасене тăван ачи вырăнне хурса чун ăшшине паракансем - сайра.
- Хам çуратнă ачасем пекех йышăнтăм вĕсене - ют пулнине сисмерĕм те, туймарăм та. Тăван ачасем пулманран, уйăрма та пĕлмерĕм, - тет виçĕ тăлăх ача амăшĕ Зинаида Николаевна. - Хăйсем те тỹрех анне тесе чĕнме пуçларĕç. Качча килнĕренпех, 49 çул ĕнтĕ, тăван ачасем вĕсем маншăн, пĕтĕм шухăш-ĕмĕт вĕсемпе кăна çыхăннă. Уйрăмах салтак службинче аякра тăнă чухне епле пăшăрхантăм! Чăтăмсăррăн çырусем кĕтеттĕм. Çырусем те ашшĕ мар, хам çыраттăм вĕсем патне. Халĕ те пĕрне те куçран вĕçертес килмест - хам çумрах курма хăнăхнă. Кĕçĕннине те, хам çине тăнипе, çулталăкранах Улатăрти ача çуртĕнчен кайса илтĕмĕр. Пĕр тăвансен пĕр çемьере ỹсмелле терĕм... Ỹпкелеместĕп шăпа çапла килсе тухнăшăн. Ачасем мана хисеплеççĕ, ватлăхра пулăшса тăраççĕ.
Ывăлĕсен тимлĕхне эпир те туйса илтĕмĕр. Малтан асли - Олег, тепĕр кунне кĕçĕнни - Игорь амăшне 80 çулхи юбилейпе хаçат урлă салам пама килчĕç. Эппин, чăннипех те сума сăваççĕ, тăван амăшĕ вырăнĕнче «кил чысĕпе çемье ăшши пулнăшăн» чĕререн тав тăваççĕ.
Акă епле аса илет хăйĕн ачалăхне Игорь Корчаков:
- Эпир вăраннă тĕле пỹртре яланах тин пĕçернĕ çăкăр, капăртма е пашалу шăрши тăратчĕ. Сĕтел çинче - сĕтеклĕ апат. Ир-ирех кĕтỹ ăсатса килнĕ хыççăн тем вăхăтра пĕçерсе ĕлкĕрнĕ вăл? Шкула та нихăçан та çимеллисĕр кăларса яман - сумккана çăкăр е капăртма татăкĕпе сахăр, панулми таврашĕ чиксе яратчĕ. Шкултан таврăннă çĕре вара кăмакара вĕри яшка пăсланса ларнă... Лайăх пăхнă пире анне, халĕ те пирĕншĕн тăрăшать, - чĕререн тухакан çепĕç сăмахĕсем манăн чуна та хускатаççĕ...
Кĕçĕнни кăна мар, ытти ывăлĕсемпе кинĕсем, 5 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукĕ те чĕререн тав тăваççĕ ĕçĕпе, ырă чунĕпе чăннипех хисепе тивĕçнĕ амăшне, асламăшне тата мăн асламăшне. Эпир те Сире юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.