Шăмăршă районĕнче усă куракан ăру-тăванлăх ячĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 11:54:46 Печать Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Асанне - аттен амăшĕ. Асатте - аттен ашшĕ. Кукаçей - аннен ашшĕ. Кукамай - аннен амăшĕ. Мăн (ват) асанне - аттен асламăшĕ. Мăн (ват) асатте - аттен аслашшĕ. Мăн (ват) кукамай - аннен кукамăшĕ. Мăн (ват) кукаçи - аннен кукашшĕ. Тете - ман умри арçын пĕртăван. Шăллăм - ман хыççăнхи арçын пĕртăван. Аппа - ман умри хĕр пĕртăван. Йăмăк - ман хыççăнхи хĕр пĕртăван. Йысна - аппан упăшки. Инке - тетен арăмĕ. Кин - шăллăм арăмĕ (ывăлăн арăмĕ). Кĕрỹ - йăмăкăн е хĕрĕн упăшки. Килĕнтеш - упăшкапа пĕртăван арçын арăмĕпе шăллĕн арăмĕ. Пуçана - арăмăн аппăшĕн (йăмăкĕн) упăшки. Мăнук - хĕрĕн е ывăлăн ачи. Кĕçĕн мăнук - мăнукăн ывăлĕ е хĕрĕ. Хуньăм - арăмăн ашшĕ. Ани (хуняма) - арăмăн амăшĕ. Пăянам (хуняма) - упăшкан амăшĕ. Пăятам (хуняçа) - упăшкан ашшĕ. Пăяхам - упăшкан тетĕшĕ. Ывăлсем - упăшкан шăллĕ. Аппай (аслă хĕрсем) - упăшкан аппăшĕ. Вăталăх хĕрсем - упăшкан вăталăх йăмăкĕ. Хĕрсем (кĕçĕн хĕр) - упăшкан кĕçĕн йăмăкĕ. Сар ывăл - упăшкан шăллĕ. Хунчăкам - арăмăн тетĕшĕ. Хунякам - арăмăн аппăшĕ. Пултăр - арăмăн шăллĕ. Хĕр пултăр - арăмăн йăмăкĕ. Кукка - аннен тетĕшĕ е шăллĕ. Мăн акка (мăн аппа, пысăк аппа) - аннен аппăшĕ. Çурма тăвансем: Ама çури - тăван мар анне. Аçа çури - тăван мар атте. Ама çура (çури) ывăл - тăван мар ывăл. Ама çура (çури) хĕр - тăван мар хĕр. З.ГОЛОВИНСКАЯ пухса хатĕрленĕ.