Çĕнĕ хăта юрри

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 11:48:07 Печать Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. (Карапай Шăмăршă халăх сăмахлăхĕнчен) Сĕтелĕрсем çинче сĕтел çитти, Мĕнле хĕçпе ларса тĕртнĕ-ши? Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Сирĕнпеле пĕрле ĕçсе-çиме Мĕнле турă ларса çырнă-ши? Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Çĕнĕ хăта çапла, ай, пулать-и: Юрламасăр иртсе каять-и? Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Уртăш йывăç пулать, ай, кăранташ - Çичĕ ютран пулать хурăнташ. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Те шурутлă çыран, те шурутсăр - Эпир çулса пăхас терĕмĕр. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Те саватăр, хăта-тăхлач, те савмастăр, Эпир килсе курас терĕмĕр. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Ĕнтĕ пăлан ишет, пăлан ишет Мăйракине шывран илмесĕр. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Хăтапа тăхлачă кĕтсе тăнă Чỹречерен куçне илмесĕр. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Сĕтелĕрсем çинче сĕтел çитти, Сакăр вунă сакăр çĕвви пур. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăмăр, Сакăр вунă сакăр чысăр пур. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Эсир вăл чыспала кĕтнĕ иккен, Эпир кĕтнĕ çĕре çитн(ĕ) иккен. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Анкарти хыçĕнче, ай, пуссăр пур, Ăна ăссах тăрăр, ан типтĕр. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Ай-хай, пĕр хăтасем, тăхлачăсем, Эсир пырсах тăрăр, ан писĕр. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăмăр, Ĕçкĕ-çикĕ пулчĕ пит лайăх. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Ыйтса пăхăр-халĕ, ай, хăтаран: Тата пĕр-ик каçа памĕ-ши? Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Юхан шыва турпас пăрахсассăн Хăçан шыва хирĕç юхни пур. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Хăта-тăхлач килне, ай, килсессĕн Хăçан савăнмасăр кайни пур. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. Улттăнпалан улма тиеттертĕм, Самай хĕрлисем, ай, суйласа. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Ял-ял урлă кайса хăта турăм Чун юратнисене суйласа. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Сăпаççипă чăпар, ай, куккукне Çич çăмарта туса панăшăн. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Сăпаççипă сире, хăта-тăхлач, Пире чыспа хăна тунăшăн. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Урхамахне кỹлсе,ай, тăратнă, Йĕнерчĕкне хума астуман. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй. - Эпир килтĕмĕр те - каяс тетпĕр, «Пырса курăр», - теме астуман. Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.