«Атте-анне пиллĕхне çухатмăп ĕмĕрне...»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 11:41:09 Печать Версия для печати
PC150026сс1.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. АТТЕ-АННЕ... Нимпе, никампа танлашайми хаклă çынсем. Пире çут тĕнче парнеленĕ, пирĕшти пек упракан çынсем. Вĕсен сăмахĕ - ахах, ăс-хакăлĕ - мерчен, чун-чĕри - хĕвел ăшши. Пиллĕхĕ, тĕттĕмри çутă пек, пире вăй-хăват парса тăрать, пурнăçăн анлă çулĕпе ертсе пырать... Хăйне кун-çул пилленĕ çыннисем халĕ çук пулин те, Галина Дмитриевна Чеменева (Кочу) юратнă ашшĕ-амăшĕн ырă сăнарĕсене чĕринче упрать. Хăй те халь анне, асанне: ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ. Çавах ашшĕ-амăшĕн вĕрентĕвĕ-пилĕ ун асĕнчен тухмасть... Вăл 1959 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Васанти Чеменевсен туслă çемйинче çуралнă. Амăшĕ Нина Григорьевна - ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ, Раççей Федерацийĕн сывлăх управленийĕн отличникĕ - вуншар çынна вилĕм аллинчен çăлнăскер, пепкисене пархатарлăха, çынлăха вĕрентнĕ. Ашшĕ Дмитрий Ильич - ял хуçалăх производствин ветеранĕ, «Гвардеец» совхозăн ырми-канми ертỹçи - тăватă хĕрне те йĕркелĕхе, яваплăха, тĕрĕслĕхе хăнăхтарнă. Пĕртăванĕсем пекех, Галина та пĕчĕкрен ĕçчен, анлă тавра курăмлă çитĕннĕ. Ялти шкула çỹреме пуçласан пĕрремĕшвĕрентекенĕнчен - Агафия Петровна Журав- леваран - пурнăç илемне курма-туйма вĕреннĕ Г.Чеменева. Рисовани урокĕнче сăрă ăсталăхне туптанă. Художник пулас ĕмĕтпе хĕмленнĕ. Аслăрах классенче шухăшĕ улшăннă. «Хими учителĕ Рестем Усманович Ракипов ирттерекен уроксем ĕçлĕччĕ, кăсăклăччĕ. Пирĕншĕн ăнланман тема пулман», - ăшшăн аса илет Галина Дмитриевна. Вăтам шкул хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими факультетне вĕренме кĕрет, инженер-технолог специальноçне алла илет. Тĕрлĕ çĕрте тимленĕ вăл. Чăваш ЦНТИре - техник-инженерта, «Чувашснаб» управленире - аслă инженерта, Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче - инженер-технологра, НИТра - инженер-программистра, наука сотрудникĕнче, çĕнĕ информаци технологийĕн лабораторийĕн аслă преподавателĕнче тата аслă наука сотрудникĕнче, ЧРИОра - медиатека кабинечĕн заведующийĕнче (информатика тата физикăпа математика дисциплинисен кафедри). 2012 çултанпа _ Чăваш Республи- кин вĕренỹ тата çамрăксен политики министерствинче. Кунта профессиллĕ пĕлỹпе наука пайĕн тĕп специалист- эксперчĕн тивĕçне пурнăçлать. Çирĕп тĕллевлĕскер Раççей Президенчĕ çумĕнчи «Раççейри халăх хуçалăхĕ- пе патшалăх службин академийĕнче» пĕлĕвне ỹстерчĕ. Хальхи вăхăтра Г.Д.Чеменева-Кочу Чăваш Республикин вĕрентỹ институтĕнче вĕренỹпе мето- дика центрĕн методистĕнче тăрăшать. Яваплă ĕçсенче тунă пысăк çитĕ- нỹсемшĕн Галина Дмитриевна Кочу сотрудника ЧР тата РФ вĕренỹпе çамрăксен политики министерстви- сен Хисеп Грамотисемпе, Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе çамрăк- сен политики министерствин тата Раççейри ректорсен Совечĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Унран пысăк хисеп _ ĕçтешĕсен, республикăри вĕрентекенсен тав сăмахĕ. Çапла, халăх ырлăхĕшĕн хывнă тỹ- пи _ иксĕлми Васан хĕрĕн. Халăхшăн ĕçлеме, кĕрешме, пурăнма вĕрентнĕ ăна ашшĕ-амăшĕ. Мăшăрĕпе _ Гри- горий Алексеевичпа _ «Альбатрос» ООО директорĕнче, Чăваш Респу- бликин шыв ай спорчĕн федерацийĕн председателĕнче вăй хураканскерпе _ юратура тата килĕшỹре кун кунлать, çĕр çĕрлет. Кочу çемйи икĕ ывăлне те чăн-чăн çын пулмалăх воспитанипе пĕлỹ пачĕç. Евгений Шупашкарти пĕр организацире инженер-программистра тăрăшать. Алексей _ шĕкĕр хуламăрти Мускав районĕн администрацийĕнче уйрăм сектор ертсе пырать. Максим мăнукĕ вара _ асламăшĕпе аслашшĕн чун йăпанăçĕ. «Юратупа килĕшỹре çитĕннĕ ача- сем пиллĕхлĕ», _ теççĕ халăхра. Çак сăмахсен чăнлăхĕ Галина Дмитри- евна Чеменева-Кочупа та çыхăннă. Тĕнчери чи хаклă çыннисен юратăвĕ, пилĕ шăпах ăна пурнăçăн тĕллевне тата ĕмĕр ĕмĕрлемелĕх пурнăç юлташне тупма пулăшрĕ. Ачисемпе мăнукне те телее туптама пиллет вăл. З.ВОРОБЬЕВА.