Тăлăхсене - хваттер уççи

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 08:58:50 Печать Версия для печати
ключи сироты.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. ШĂМĂРШĂ районĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасен йышĕ кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕм тăваттăпа танлашать. Вĕсенчен вун пиллĕкĕшĕн тỹлевсĕр майпа хваттер е çурт илмелли право пур. Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтересси пирĕн районта мĕнле пырать-ха? 2019 çулта республикăра 195 тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 207 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Калас пулать, çак ĕç унччен та пурнăçланса пынă. Сăмахран, пĕлтĕр 2 тăлăх ача хваттерлĕ пулнă. Нумаях пулмасть, августăн 2-мĕшĕнче, Шăмăршăра 2019 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетес енĕпе йĕркеленĕ канашлура, 7 тăлăх ачана савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ хваттер уççи пачĕç. Хальхинче çак телейлĕ самантшăн Н.Димитриев, Н.Захаров, Ю.Матросова, Н.Сидорова, К.Тарасова, Н.Петрова, В.Гладков чăннипех хĕпĕртерĕç. Вун сакăр çул тултарнă çичĕ тăлăх Шăмăршăри Шоссейная урамри 6 хваттерлĕ çуртра, пĕри - К.Маркс урамĕнчи уйрăм çуртра пурăнма пуçлĕç. Район администрацийĕн опека енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Елена Кудряшова пĕлтернĕ тăрăх, тăлăхсене тỹлевсĕр хваттерпе тивĕçтересси, çĕнĕ хваттерсем тăвасси май килнĕ таран çулталăк вĕçленичченех малалла пырать. Хваттерлĕ пулас ĕмĕтпе пурăнакан çамрăксене вăрах кĕттерес марччĕ! Г.НИКОЛАЕВА.