СĂН ỸКЕРЧĔКРЕ эсир «Машиносчетная станция» уйрăмĕнче ĕçленĕ оператор-специалистсене куратăр. 1984 çул. Чăваш Республикин статистика управленийĕн 1974 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче 346 номерлĕ хушăвĕпе пирĕн районта «Машиносчетная станция» уçăлнă. Унăн ертỹçи пулма Вячеслав Кузьмич Волкова çирĕплетнĕ. Штатра 5 специалист-оператора палăртнă ĕçе тума шаннă. Çав шутра Л.Ухтиярована, Р.Ямщикована, Л.Орлована, З.Пугачевана, Н.Полянкинана. Малтанласа вĕсен ĕç вырăнĕ Космовский урамĕнчи пĕр пушă çуртра пулнă. Каярахпа РК КПСС-ăн 2-3 пỹлĕмлĕ кирпĕчрен купаланă кану çуртне вырнаçтарнă. 1977 çултан çак ĕç тăвакан уйрăма Ф.Сейфутдинов ертсе пынă. Кунта ĕçлекен специалистсем ятарлă техникăпа усă курса колхозсене, совхоза, ытти предприятисене уйăхсерен çулçỹреве тухса çỹрекен водительсен ĕçне хакласа, укçа тỹлессине шутласа хатĕр документ туса панă. Çакă вырăнти бухгалтерсене ĕçре çăмăллăх кỹнĕ.
1987 çултан районти статистика уйрăмĕн тата машиносчетнăй станцийĕн пĕтĕмĕшле ертỹçин ĕçри тивĕçне В.Н.Любимов пурнăçланă.
М.ЗАХАРОВ.