Ача садĕнче ăшăрах пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-05 10:04:31 Печать Версия для печати
Шăмăршă ялĕнчи «Ромашка» ача садне тĕпрен юсас ĕçе пуçăннă. Смета тăрăх ĕçсене пурнăçлама 4 млн 558 пин 710 тенкĕ кирлине палăртнă. Аукцион ирттернĕ хыççăн контрактра кăтартнă сумма 3 млн 669 пин 761 тенкĕ ытларахпа танлашнă. Аукцион укçа-тенке 19 процент ытларах перекетлеме май панă. Ĕçе пурнăçлакан подрядчик паллă. Вăл - Хусан хулинчи «СТРОЙ_ИНТЕКС» тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ. Проектпа килĕшỹллĕн подрядчикăн ача сачĕн çуртне ăшăрах тумалла, тулашĕнчен стенасене çĕнетмелле, чỹрече блокĕсене улăштармалла тата ытти ĕçе пурнăçламалла. Ĕçе августăн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. М.КУДРЯШОВ.