Çемье - телей çăлкуçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-05 10:02:47 Печать Версия для печати
ÇЕМЬЕ вăл пĕчĕк патшалăх. Вăл юрату çинче тытăнса тăрать, тесе пирĕн эрăччен пурăннă ăслă çынсемех каланă. Пурнăçри хаклăлăхсем те, пĕтĕмĕшле илсен, пĕр ăруран тепĕр ăрăва шăпах çемьере куçса пыраççĕ. Халăхăн культура йăли-йĕркисем упранни, ачасем телейлĕ, ăслă-тăнлă, йĕркеллĕ ỹсни те тĕпрен илсен çемьепе çыхăнса тăрать. Раççейре июлĕн 7-мĕшĕнче паллă тăвакан Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн Чăвашстат çемьесемпе çыхăннă кăсăклă информаци хатĕрленĕ. ЗАГС органĕсен даннăйĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче 2018 çулта 6 пин ытла çемье йĕркеленнĕ. Яланхи пекех, туйсем ытларах июнь-сентябрь уйăхĕсенче кĕрленĕ - 3 пине яхăн. Халăх сăнавне пăхмасăрах май уйăхĕнче 260 çемье йĕркеленнĕ. Çемье хутшăнăвне официаллă майпа пуçăннă арçынсен 78 проценчĕшĕн тата хĕрарăмсен 75 проценчĕшĕн мăшăрлану пĕрремĕш пулнă. Хĕрсенчен ытларахăшĕ 23 çулта качча кайнă, каччăсем 26 çулта авланнă. Апла пулсан çамрăксем çемье çавăриччен пĕлỹ илсе ĕçлеме тытăнас шухăшлă пирки калама пулать. Çемьесем ача пулсан чăннипех те телейлĕ. 2018 çулта пирĕн республикăра 13 пин те 100 ача кун çути курнине регистрациленĕ. Вĕсенчен тулли çемьере çуралнисем 81 процент чухлĕ пулнă. Çуралнă ачасенчен 4,5 пин ача çемьере пĕрремĕш пулнă, 5,5 пин ача - иккĕмĕшсем, 3,1 пин ача - виççĕмĕшсем е хыççăнхи ачасем. Республикăри 170 хĕрарăм йĕкĕреш çуратнă, 1 хĕрарăм - виçĕреш. 2018 çулта ача çуратнă хĕрарăмсен çул ỹсĕмĕ вăтамран 29 çулпа танлашнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулти тăватă уйăхра республикăра 4 пине яхăн ача çуралнă. Н.НИКОЛАЕВА.