Пенси фончĕ - йывăр лару-тăруллă ачасене

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-28 09:20:43 Печать Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. АЧАСЕМ – пурнăç çеçкисем. Эпир вĕсене яланах сывлăхлă та хаваслă курасшăн. Çавна май вĕсем телейлĕ те пултаруллă ỹсчĕр тесе тем пек тăрăшатпăр. Пĕрлех сусăр, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасем те çитĕнеççĕ - пиртен уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ вĕсене. Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра 5 пин инвалид-ача шутланса тăрать (Шăмăршă районĕнче июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 58). Палăртма кăмăллă, пирĕн районта çак хисеп чакни сисĕнет - 2016 çулта 78 сусăр ача пулнă. Паллах, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене аталанма кирлĕ условисемпе тивĕçтермешкĕн патшалăх та пулăшать. Вĕсене пăхнăшăн ĕçлемен ашшĕ-амăшне е саккунлă опекуна уйăхсерен 5500 тенкĕ укçа тỹлесе тăнă пулсан, 2019 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак хисеп 10 пинпе танлашмалла. Шăмăршă районĕнче çак укçана инвалид ачана пăхнăшăн 49 çын (ашшĕ-амăшĕ е опекун) илсе тăма пуçлĕç. Кунсăр пуçне вĕсен ĕç стажĕ те хушăнса тăрать, çулсерен пенси валли 1,8 балл пухăнса пырать. Инвалид-ачана та уйăхсерен 12,7 пин тенкĕ социаллă пенси тата 2700 тенкĕ уйăхсерен пыракан тỹлев (ежемесячная денежная выплата) пырса тăрать. Ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă тăлăх (çурма тăлăх) ачасене те 18 çул тултариччен пенси парса пулăшаççĕ. Енчен те çамрăксем техникум-колледжра е аслă шкулта куçăмлă (очно) пĕлỹ илеççĕ пулсан, вĕсене 23 çул тултаричченех пенси тỹлесе тăраççĕ. Анчах та сывлăхран хакли нимĕн те çук. Тухтăрсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ашшĕ- амăшĕ те сусăр ачана сиплессишĕн вăй- халне шеллемест. Обществăра та вĕсен хуйхи-суйхине ăнланса, пурте пĕрле пулăшса пыни кирлĕ. Ачан темле кăлтăк пулсан та ăна хисеплемелле, ютшăнмалла мар, кирлĕ чухне пулăшмалла, май килнĕ таран хавхалантарса тăмалла. Д.ФЕДОСЬКИН, РФ Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи клиент службин ертỹçи.