Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
- Людмила Николаевна, Шăмăршăри вăтам шкулта 700 ытла ача пĕлỹ илет, воспитани тĕлĕшĕнчен йывăр ачасем те тĕл пулаççĕ пуль пысăк коллективра?
- Çапла, миçе ача - çавăн чухлĕ характер, кунçул. Воспитани енĕпе проблемăсем çук мар, пирĕн шкулта та пур вĕсем. Хăшĕ - шкулти профилактика учетĕнче, хăшĕ - районти полици уйрăмĕн çул çитмен çамрăксен комиссийĕн списокĕнче шутланса тăраççĕ.
- Мĕн айăпа кĕреççĕ-ха çамрăксем? - Ку ыйту çине кĕскен хуравлама май çук. Ачана айăпличчен малтан унăн çемйипе çывăххăн паллашмалла. «Йывăр» ачасенчен чылайăшĕ тулли мар çемьере çитĕнет. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлни е пĕр-пĕринпе килĕшỹсĕр пурăнни ачасен психикине те амантать. Çемье тулли чухне те ашшĕ-амăшĕ ĕçлеме аякка тухса çỹресен ачасемшĕн лару-тăру йывăрланма пултарать. Асламăшĕпе е кукамăшĕпе кăна ỹсекен çамрăк вĕсене итлесшĕнех мар, урам енне ытла- рах туртăнасшăн, унта шанчăклах мар юлташсем тупăнма пултараççĕ - çапла алăран вĕçерĕнет те ача çулĕнчен тухса пыракан яш... Мĕн те пулсан, сăмахран, чăмламалли канфет (жвачка) лавккара тỹлемесĕр кĕсьене чикни те вăрлани шутланать.
- Ачана сак урлă выртнă чух тăн кĕртмелле...Çапла каларăш пур чăвашăн. Çакна мĕнле йышăнатăр?
- Сăмахсене тỹрремĕн ăнланма кирлĕ мар. Ỹсекен ăрăва пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани памаллине пĕлтерет ку. Воспитани тĕлĕшĕнчен «йывăррисен» шутне час-часах 11-13 çулхи ачасем кĕреççĕ. Пĕр енчен, вĕсем ашшĕ-амăшĕн ăшшине те тăтăш туясшăн, тепĕр енчен, хăйсене аслăрах çулхисем пек ирĕкрех тыткаласшăн. «Эпĕ тинех пĕчĕк мар, мана вĕрентме кирлĕ мар», - шутлаççĕ вĕсем.
- Эсир вара мĕн сĕнетĕр кун пек чухне? -
Ачапа чуна уçса калаçмалла, вăл тĕк тăнă çĕртех чăркăшни, вĕренме пăрахни, кăмăлсăр çỹрени мĕрен килнине, мĕнпе çыхăннине пĕлме тăрăшмалла. Тен, ăна ăнланмаççĕ, ахăртнех, хăй те ыттисем çинчен тĕрĕс мар шутлать. Унăн ỹсĕм тапхăрĕн уйрăмлăхĕсене те шута илмелле. Чăн малтан, ачана сăмах памалла, ăна хавас те телейлĕ туйма кансĕрлекен сăлтавĕсене хăйĕнчен пĕлмелле. Ачана хушса тăнипе кăна мар, ăна итлеме, ăнланма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Мĕнле пулăшу паратăр хăйне пĕччен туякан, çывăх çыннисем те ăнланман ачасене?
- Ачан ашшĕ-амăшĕпе, шкулти вĕрентекенĕсемпе пĕрле, пĕр-пĕрин инкекне çывăха хурса ĕçлетпĕр. Чылайăшне пулăшать çакă, ашшĕ-амăшĕ те, вĕренекен те хăйĕн йăнăшне ăнланса илет, тыткаларăшне улăштарать. Анчах та обществăн пысăк инкекĕ çав-çавах - ăнăçсăр çемьесем. Аслисем эрех-сăрапа йăпанаççĕ, ачисем хăйсене хăйсем хуçа пулса çитĕнеççĕ. Çакнашкал çемьесене полици ĕçченĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем час-часах тухса çỹреççĕ, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне çителĕксĕр пурнăçлакансене явап тыттараççĕ.
- Пурнăç улшăнса пырать. Тулли мар çемьесен шучĕ чак- масть...
- Шел пулин те, пирĕн районта та сисĕнет çакă... «Халĕ пурнăç ĕлĕкхи мар, хĕрарăм пĕччен те пурăнма пултарать» тенине час- часах илтетпĕр. Паллах, пултарать. Анчах çут çанталăк арçынпа хĕрарăма пĕрле пурăнмалла тунă. Арçынпа хĕрарăмăн хăйсен вырăнĕнчех пулмалла. Çавăн пек чухне кăна общество - сывă, çемьесем - çирĕп пулĕç, ачасем - телейлĕ ỹсĕç. Вĕсен куçĕ умĕнче яланах ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ пулмалла - «модель поведения в семье» тетпĕр ăна вырăсла.
- Сирĕнпе калаçнă майăн ачасен малашлăхĕ тата ытларах пăшăрхантарма пуçларĕ...
- Эпир вара пуласлăха яланах çутă тĕслĕ куратпăр. Ачасемпе эпир, аслисем, яланах тимлĕ пулсан, вĕсене чун-чĕре ăшшипе хавхалантарса тăрсан, ача та хăйне çирĕпрех туйма пуçлать, лайăх енне кăна туртăнать. Акă май уйăхĕнче эпир икĕ ачана «йывăррисен» списокĕнчен кăлартăмăр. Вĕсем тĕрĕс çул çине тухнă тесе шутлатпăр, ыррине шанатпăр. Йăнăшне ăнланса илнĕ çамрăксене мĕншĕн шанчăк парас мар?
- Тавах Сире кăмăллă калаçушăн. Çул çитмен çамрăксене воспитани парас ĕçре ăнăçу кăна пултăр Сире!
- Пурте пĕрле ăнланса ĕçлесен ăнăçу пулатех!