Пурлăха упрар

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-14 11:09:56 Печать Версия для печати
Мопедсемпе, велосипедсемпе ытларах шкул ачисем ярăнма кăмăллаççĕ. Çул-йĕр правилисене пĕлменни, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманни, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманни вĕсене час-часах йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерет. Çул çитмен ачасем асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çỹренĕ чух асăрханусăр пулнăран аварине лексе йывăр сусăрланнă тĕслĕх çулсеренех пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне ачисене транспорт хатĕрĕсем туянса панă чух асăрхануллă пулма, кĕçĕннисене çул-йĕр правилисемпе паллаштарма ыйтас килет. Пурлăха упрассишĕн те яваплă пулар. Транспорт хатĕрĕсене лавккана е ытти çурта кĕнĕ чух çăрапа картасенчен, ятарлă вырăнсенчен çаклатса хăварăр е паллакансене асăрхаса тăма ыйтăр. А.КАРУКОВ, районти полици пайĕн участковăйсен начальникĕ.