Чупакабра е анчăк? Каллех шухăш сапаланчăк...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-14 10:12:33 Печать Версия для печати
Иртнĕ икĕ çулта шăпах çак вăхăтра районти кил-çуртра унта та кунта хур-кăвакал, чăх-чĕп тытса юнне ĕмсе вĕлернĕ тĕслĕхсем пирки çынсем хĕрсех калаçрĕç. Картана çĕмĕрсе кĕрекен чĕр чуна пĕрисем чупакабра, теприсем выçă анчăк тесе хак пачĕç. Йытă пулсан какайне те çимелле пек... чупакабра вара- юнне çеç ĕмет, чĕр чуна ретпе шăкăрин вырттарса тухать...Хальхи вăхăтра каллех тăватă ураллă сăтăрçăсем тупăннă-мĕн. Çак кунсенче çеç Шăмăршăри пĕр урамра пурăнакан хĕрарăмăн картинчи 13 пысăк бройлерне вĕлернĕ те тарнă. Кирек мĕнле тискер чун пулсан та унтан асăрханмах, ăна тытма тăрăшмах тивет.