Геннадий СМАЕВ: «Шăмăршă калаçать»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-08 09:44:14 Печать Версия для печати
коллектив 1980ред.jpg
1895 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Александр Попов радио хумĕсемпе усă курса информаци çỹретме май пурри çинчен пĕлтернĕ. Вырăс физикĕ çакна ĕçпе те çирĕплетнĕ. Çакăнтан пуçланса каять те Радио кунĕ. Шăмăршăра вара радио тесен тỹрех Геннадий Смаева аса илетпĕр. Вăл çак ĕçе районта пĕччен 30 çула яхăн ертсе пынă (1972-1983, 1988-2005 çулсем). Калас пулать, радиорепортаж йĕркелесси, хыпарсене вăхăтра радио итлекенсем патне çитересси питех те яваплă ĕç. Геннадий Семенович, Чăваш патшалăх университетĕнче «чăваш чĕлхипе литератури» специальноçне илнĕскер, информацие журналист чĕлхипе, интереслĕ формăпа хатĕрлетчĕ, радиопередачăра уçă сассипе, кирлĕ вырăнта пауза туса, интереслĕ вуласа паратчĕ. Унăн сассине районта пурте лайăх паллатчĕç, радиоприемниксем çывăхĕнче унăн хыпарĕсене ирсерен кĕтсе тăратчĕç, киленсех итлетчĕç. Шел, халĕ эпир çак çулсене иртнĕ вăхăтра çеç аса илетпĕр. Г.Смаев радиокорреспондент ĕçлеме пăрахнăранпа вырăнти радио та шăпланчĕ. Геннадий Семенович халĕ район хаçачĕн активлă обществăлла корреспонденчĕ. Унăн статйисем çырас ăсталăхĕпе тата тĕлĕнмелле содержанийĕпе пурне те интереслентереççĕ. Професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр Сире, хисеплĕ корреспондентăмăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр! Г.НИКОЛАЕВА.