Хаçат çырăнăр - пĕр машина вутăллă пулăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-09 09:11:36 Печать Версия для печати
дрова.jpg
АВАН-И, хисеплĕ те хаклă вулаканăмăр! Район хаçатне «Шăмăршă хыпарне» 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулĕнче илсе тăма çырăнтармалли тапхăр пуçланчĕ. Районта тухса тăракан пĕртен-пĕр информаци çăлкуçне паян илсе тăракансем тата çырăнассипе çырăнмасси пирки иккĕленекенсем валли пирĕн питех те ырă хыпар пур. Çырăнтару тапхăрĕнче хаçат çырăнакансем редакци ирттерекен вылява хутшăнма пултараççĕ (шел пулин те, ултă уйăхшăн çырăнманнисем вылява хутшăнаймаççĕ). Юратнă вулаканăмăр, пĕр машина вутăллă пулас тесен хăвăртрах хăвăр ялти почта уйрăмне çитсе хаçата çырăнма васкăр! Е пирĕн пата редакцие килсе çырăнăр! Çырăннă квитанци хыçне хушаматăра, ятăра тата хăвăр пурăнакан адреса çырăр та ăна хаçат редакцине илсе çитерсе парăр, е çырупа вĕçтерĕр. Пĕр машина вутă выляса илекене вутта унăн килĕ умнех пушатса хăварĕç. Аса илтеретпĕр: районти çыхăну уйрăмĕсенче хаçатăн çур çулхи хакĕ 461 тенкĕ е 10 пус, редакцие пырса илме кăмăл тăвакансене ултă уйăхшăн 200 тенкĕпе çырăнтаратпăр. Хаçатăн хакĕ улшăнман, пĕлтĕрхи пекех. Юратнă тусăмăрсем, апла пулсан, çитес çур çулта та сирĕнпех район пурнăçĕпе тан утар! Пĕрле туслă пурăнар! Хаçата çырăнса парнеллĕ пулар! Ăнăçу сунса Н.ИЛЬИНА, тĕп редактор.