Ташăçăсене Карелипе Австрире те алă çупнă

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-09 08:42:10 Печать Версия для печати
Фламинго.jpg
ПУРНĂÇРА кашниех илем енне туртăнать. Пĕрисем ăна юрă-кĕвĕре шыраççĕ, теприсем - çут çанталăкăн сăнарĕнче тата тĕрлĕ сăрăпа ỹкернĕ картинăра. Хăй ăсталанă ал ĕçĕпе киленекенсем те сахал мар. Хăшĕсем вара илеме ритмикăлла ташă хусканăвĕнче тупаççĕ. Валентина Кузьмина йĕркелесе янă «Фламинго» ташă ансамблĕ шкул ачисене 29 çул хушши тыткăнлать. Ятне те ахальтен суйласа илмен пуль - ăшă çĕршывсенче пурăнакан акăш евĕр фламинго кайăк - питĕ чипер те илĕртỹллĕ. Кĕрен тĕкĕсемшĕн ăна хĕвел тухăçĕнче çутă, ăшă, хĕрỹлĕх символĕ тесе шутлаççĕ. Çакă асăннă ансамблĕн кашни ташшинчех палăрса тăрать. 1990 çулта Шăмăршăри пионерсен çуртĕнче (вăл хальхи Сбербанк вырăнĕнчеччĕ) çуралчĕ «Фламинго». ăна ертсе пыраканĕ ятарлă специальноç илнĕ хореограф мар, пуçламăш классен учителĕ пулни тĕлĕнтермест-и? Кунта ним тĕлĕнмелли те çук, мĕншĕн тесен 20-мĕш ĕмĕрти вĕрентекенĕн шкулта универсал пулма тиветчĕ - юрлама-ташлама та хамăрах вĕрентнĕ. Çавăнпа та пулас педагогсене тĕрлĕ кружоксемпе студисене явăçтарса çак енĕпе те хатĕрленĕ. Асăннă ташă ертỹçи те Канашри педагогика училищинче (1985-1989 ç.ç.) «Ритмика», «Музыка» дисциплинисем витĕр тухнă, тата ун хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнче малалла аталаннă. Валентина Павловнăн пултарулăхĕ çак енĕпе ытларах та - профессионал шайĕнчех - пулнă ĕнтĕ, çавăнпа Шупашкарти шкулта ĕçленĕ учитель хăйĕн ташă ăсталăхне, искусство вăрттăнлăхне çамрăксем патне çитерме шутлать. Районти Культура Керменĕн директорĕ халĕ 4 ташă ушкăнĕпе ĕçлет - 1-10 класра вĕренекен шкул ачисем çỹреççĕ унта. Тата Шăмăршăри вăтам шкулти 5, 7 кадет класĕсенче хореограф тивĕçне пурнăçлать - пурĕ 6 ушкăна ташă асамлăхне вĕрентет. Епле ĕлкĕрет-ши тата ăçтан хăват çитерет? - Савăнсах ĕçе çỹретĕп, хам мĕн пултарнине киленсех ыттисене вĕрентетĕп. Яланах творчествăлла шыравра - çĕнĕ ташăсем çинчен шутласа çỹретĕп, ăçта кайсан та çĕннине илме тăрăшатăп, - хавхалансах каласа кăтартать ташăсем лартакан. - Çĕршыври тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене хутшăнни те пулăшать - ытти регионти ташă коллективĕсен ĕç опычĕпе паллашма май пур, ачасем те ыттисенчен юласшăн мар. Ăçта кăна çитсе курман-ши çамрăк ташăçăсем? Час-часах Мускавра, Владимирта, Краснодарта, Карелире пулаççĕ... Европăра иртекен фестивальсене те хутшăннă, сăмахран, вĕсене Германи, Польша, Австри, Чехи, Словаки çыннисем кăмăллăн алă çупнă. «Фламинго» ташă ансамблĕн репертуарĕнче - тĕрлĕ халăх ташшисем. Ытларах, паллах, чăваш халăхĕн - 5 ташă композицийĕпе килентĕмĕр пултарулăх каçĕнче. Тĕрлĕ ỹсĕмри ушкăнсем тăван халăхăн сăпайлăхĕпе çепĕçлĕхне хусканура палăртма пултарчĕç: аслăраххисем сцена çинче акăш евĕр ярăнчĕç, вăтам çулхисем хавас кĕвĕ çемĕпе халăхăмăрăн хастарлăхне ỹкерчĕç. Чи кĕçĕннисем - 1-мĕш класра вĕренекенсем - пуканепе пĕрле ташларĕç. Кашни ушкăнăн хăйĕн тумĕ-сийĕ, анчах пурте тухьяпа, чăваш тĕрриллĕ кĕпе-саппунпа - пăхса ытарайми пикесем. Вырăс халăх ташшисем - тĕнчипех паллă «Барыня», «Калинка» - кăмăл-туйăма çĕклентереççĕ, харсăрлатаççĕ, мăнаçлантараççĕ. Костюм элеменчĕ - вăрăм çỹçеллĕ, пысăк çеçкеллĕ тутăр - хăех наци символĕ. Тăван çĕршывра пурăнакан халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне туятăн концертра - тутар, пушкăрт, еврей, авар, Крым çур утравĕнчи тутарсен ташшисене курса килентĕмĕр. Хỹхĕм хĕвел тухăç ташши тата? Кашни хăйне евĕр спектакль. Çывхарса килекен Çĕнтерỹ уявне халалланă «Синий платочек» ташă çĕршывăн çар историйĕн страницисене куç умне кăларчĕ... Рок-н-ролл жанрĕ те пулчĕ программăра («Московский бит»), çамрăксем килĕштерекен дискотека ташшисене те манса хăварман. Пурте килĕшỹллĕ, илемлĕ - куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç кашни номере. Ташăсене пĕлтерсе тăраканĕн ролĕнче экран çинчи видеоролик пулни концерта тата та интереслĕрех йĕркелеме май пачĕ. Ташăçăсен костюмĕсем те куçа илĕртеççĕ - вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулăшать хореографа - кирлĕ материал туянаççĕ, кройка туса параççĕ, çĕлеме вара В.Кузьмина хăй те пултарать. Вăхăт çитереймен чухне кăна вĕсенчен пулăшу ыйтать. Çапла ташă коллективĕнче хаваслă та усăллă ирттереççĕ пушă вăхăтне тĕрлĕ наци ачисем: чăваш, вырăс, тутар, ирçе - кашнин культурине хаклама вĕренеççĕ. Шкулта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ - хореографи нимĕн чухлĕ те кансĕрлемест вĕсене, пурнăçра хавхалантарса кăна тăрать. Ашшĕ-амăшĕ те çакăншăн хĕпĕртет, Валентина Павловнăна ачисен художество пултарулăхне аталантарнăшăн чĕререн тав тăвать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев та ăна ачасене воспитани парас енĕпе тунă курăмлă ĕçсемшĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Малашне те çапла хавхаланса ĕçлеме ăнăçу пултăр «Фламинго» ушкăна! Г.ИВАНОВА.