Каштан часах çеçкене ларать

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-29 09:14:32 Печать Версия для печати
СОФИЯ СЕМИГУЛЛОВНАНА - Чăваш Республи- кин тава тивĕçлĕ учительне - районĕпех лайăх пĕлеççĕ. 43 çул ĕçленĕ вăл вĕрентỹпе воспитани тытăмĕнче, çав шутра вун виççĕшĕ - Патирекри вăтам шкул директорĕн тивĕçĕнче. Каленовсен 6 ачаллă йышлă çемйинче асли пулнăран, пĕчĕкренпех ашшĕ-амăшне пулăшаканĕ, шăллĕ-йăмăкĕсене вĕрентекенĕ пулса çитĕннĕ София. Амăшĕ ĕмĕрĕпех колхоз ферминче дояркăра тăрăшнă, кил- çурта тирпейлесе тăрасси, кĕçĕннисене пăхасси яланах аслă хĕрĕ çинче пулнă. Шкулта пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ, çав вăхăтрах ирпе каç амăшне пулăшма фермăна çỹреме те ĕлкĕрнĕ. Амăшĕ пушă мар чухне (кăмака тулли çăкăр пĕçермелле е хуçалăхри ытти ĕçсем) София уроксем пуçланиччен ирхи сăвăма васканă - алăпа ĕнесем сунă. Каçхи сăвăма сиктерни вара сайра пулнă. Унсăр пуçне çуллахи каникул вăхăтĕнче чĕкĕнтĕр пайĕ те çумланă - пĕр самант та ĕçсĕр тăман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче колхозри пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă тесен те йăнăш пулмасть пуль. Механизаци аякри ялсене питĕ вăрах çитнĕ. Çавăнпах Каленовсем ачисене шкулта лайăх вĕренме хистенĕ, пуласлăхра професси илмешкĕн май пултăр тесе тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ ачисем - улттăшĕ те вăтам шкула ăнăçлă вĕçлесе аслă пĕлỹллĕ специалистсем пулса тăнă. Агроном, бухгалтер, экономист пур вĕсен хушшинче. Иккĕшĕ вара педагогика ăсталăхне алла илнĕ. Пĕр йăмăкĕ чылайранпа Мускав облаçĕнчи Балашиха хула администрацийĕнче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире вăй хурать, София Семигулловна вара шкул ачисене вĕрентес ĕçе суйласа илнĕ. - Мĕн пĕчĕкрен килĕштереттĕм учитель профессине. Хама вĕрентекен педагогсене ăмсанаттăм, вĕсем пекех аслă пĕлỹ илме ĕмĕтленсе çитĕнтĕм. 1974 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса диплом илсен питĕ савăнтăм! - йăл кулăпа аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. София Семигулловнăна ачасене вĕрентме Палтиелĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ çулах шанаççĕ - учительсем çитмен пирки 1966-1967 çулсенче çак шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсемпе ĕçлеме тытăнать. Паллах, йывăрлăхсем те пулнă. Тавах Турра, вăтам шкул завучĕ Мексум Ибрагимович Мухаметзянов пулăшса пынă çамрăк учителе, вĕрентỹ меслечĕсемпе паллаштарнă, çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлеме хăнăхтарнă. Çакă ун асĕнче яланлăхах тăрса юлнă. 1967 çулта заочно майпа Чăваш патшалăх педагогика институчĕн хими тата биологи факультетне вĕренме кĕрет. Чукалти вăтам шкулта çулталăк кĕçĕн класс учителĕ пулнă хыççăн тăван шкула - Патирекри тĕп шкула - таврăнать - биологи предметне вĕрентме пикенет. 2009 çулчченех тăрăшать çак хисеплĕ те пархатарлă ĕçре - пысăк яваплăхпа, хавхаланупа. Çапла пурнăçа кĕрет унăн ачалăхри çутă ĕмĕчĕ. С.Хамдеева нимĕнле ĕçе те çиелтен, ячĕшĕн çеç тума хăнăхман. Ашшĕ- амăшĕнчен ыррине курса, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлама вĕреннĕ. Шкулта уйрăмах яваплăхпа тăрăшулăх чи малти вырăна тухса тăраççĕ. Биологи учителĕ пулнă май, шкулăн опытсем ирттермелли участокĕнче вăл чăн-чăн хуçаччĕ, унта пахча-çимĕç тухăçлă çитĕнтерессипе районта çулсерен малти вырăнсене йышăнатчĕ. - Шкул йĕри-таврашĕнче стройка хыççăн хăйăрпа чул кăначчĕ - миçе машина тăпра кỹрсе килмен-ши акма юрăхлă çĕр пултăр тесе, - аса илет малтанхи çулсене пуян опытлă пахчаçă. - Помидор, пăрăç, купăста калчисем яланах парка пулатчĕç - ял-йыш туянатчĕ. Ир-ирех шкула чупнă вĕсене пăхма, каçхине парник витме тепре каяттăм. Мăшăрăм шкулта завучра, директорта ĕçленĕрен мана ăнланатчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче шкулсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çăмăл марччĕ. Çавăнпа та София Семигулловна ырми-канми участокра тăрăшни, пĕтĕм коллектива эмел курăкĕсем пуçтарма явăçтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Районĕпе чи тухăçлă пахча-çимĕç пуçтарса илетчĕç Патирек шкулĕнче, ăна сутса юсав ĕçĕсем ирттеретчĕç, кабинетсене тирпей-илем кỹретчĕç, вĕренекенсене шкул столовăйĕнче йỹн хакпа апатлантаратчĕç. С.Хамдеева директорта ĕçленĕ тапхăрта Патирекри вăтам шкул республикăри шкулсем хушшинчи конкурсра «Шкул - ял управçи» номинацире лауреат ята тивĕçнĕччĕ (2002 çул). Çав çулах «Чи лайăх шкул участокĕ» республика шайĕнчи конкурса хутшăнса сумлă парне - музыка центрĕ - илме пултарчĕ. Паллах, участок заведующийĕн тỹпи виçесĕр кунта. Шкул ĕçне пуçĕпех кĕрсе ỹкнисĕр пуçне, ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă София Семигулловна. Ялти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕн лавне миçе теçетке туртса пычĕ-ши? Çемье чысне яракан, унăн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыман çемьесене куçран вĕçертмен вăл - ачасен шăпи ашшĕ- амăшĕнчен килнине шута илсе, вĕсене тăтăш сăнаса тăнă, калаçусем ирттернĕ. Суйлав вăхăтĕнче чылай çул секретарь тивĕçĕсене те пурнăçланă. Концертсенче вара унăн уçă сасси куракансене тутар халăх юррисемпе тыткăнлатчĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ вăл. Сейфулла Сабирзяновичпа 3 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем, кашнинех аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Виççĕшĕ те çемйисемпе Ульяновскра ĕçлесе пурăнаççĕ. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа пĕчченех пурăнать педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Яланхи пекех вăй-хăват тапса тăрать унра, малашлăха шанчăкпа пăхать. Ачисем, мăнукĕсем килсех çỹреççĕ, кил- çуртри йывăр ĕçсенче пулăшса тăраççĕ. ... Шкул умĕнчи каштан йывăçĕ çуркунне çеçке çурать. Унăн хунавне София Семигулловна ятарласа кăнтăртан илсе килнĕ. Бегоние савăчĕпех шкул валли Литвара туяннă - ун чухне районта никамăн та пулман çак илемлĕ чечек. Вăрмантан мĕнле кăна йывăç куçарса килсе лартман пуль шкул çывăхне - ачасене биологи урокĕнче вĕрентме усă курнă. Ыран ывăнма пĕлмен хастар вĕрентекен 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çирĕп сывлăх Сире, çемйĕртен - савăнăç, хăвăр вĕрентнĕ ачасенчен - хисеп пултăр. Г.ИВАНОВА.