Ĕçчен çынна ял савать

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-29 08:58:50 Печать Версия для печати
чукалы специалисы.JPG
ЯЛ тăрăхĕн администрацийĕн кунсерен вуншар ыйту татса пама тивет. Вырăнти халăхăн пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем те куллен тухсах тăраççĕ. Питĕ хăвăрт улшăнса пыракан пурнăç ĕç меслечĕсене лайăхлатма, çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Ку вăл çапла пулмалла та. Унсăрăн палăртнă тĕллевсене пурнăçлама питĕ йывăр. Эсир сăн ỹкерчĕкре Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн маттур та пултаруллă, хăйсен ĕçне пĕлсе туса пыракан хастар специалистсене куратăр. Нина Никоноровна Кувайская асăннă администрацире 2006 çултанпа тăрăшать. Паянхи кун ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Хăйне шанса панă ĕçне тỹрĕ кăмăлпа тăвать. Татьяна Анатольевна Чамеева та çав тери пултаруллă. Асăннă ял тăрăхĕнче нумай çул хушши халăхпа пĕр чĕлхе тупса, çынсен шухăш-кăмăлне лайăх пĕлсе тăрса, кирек хăш ыйтăва та татса пама май тупать. Çакăн пек ăста специалистсем пулсан ял тăрăхĕ малалла та çирĕппĕн аталанса пырасса шанас килет. «Пирĕн ял тăрăхĕ ăшă кăмăллă та пуçаруллă çынсемпе пуян. Вĕсемпе пĕрле вырăнти пурнăçа лайăхлатассишĕн эпир татах та тăрăшăпăр. Пĕрлĕхре пысăк вăй теççĕ. Пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнсан мĕн палăртнине пурнăçлама шанчăк пур», - терĕç ăшшăн кулса ялти ĕçчен хĕрарăмсем. Н. ИЛЬИНА.