Маттур, шахматистсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-26 11:31:57 Печать Версия для печати
шахматы.jpg
ИРТНĔ эрнере Пуянкассинчи тĕп шкулта вĕренекен шахматистсен ушкăнĕ республика ăмăртăвĕн зона тапхăрне хутшăннă. 2005 çулта е каярах çуралнă шкул ачисем Канашра республикăри хуласемпе районсенчен килнĕ 7 команда хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă, çурма финала тухма пултарнă (учителĕ В.Бондареев). Палăртма кăмăллă, командăри Арина Краснова, Костя Антонов, Дима Угарин, Максим Андреев 2-мĕш класранпах шахматла ăста выляççĕ, район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеççĕ. Маттур шахматистсене çак çитĕнỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр! В.АНТОНОВ.