Республикăри таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн пухăвĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-22 09:30:28 Печать Версия для печати
ИРТНĔ шăматкун Шупашкарти Наци библиотекинче чăваш краевечĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта республикăри хуласемпе районсен тата Тутарпа Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи 100 ытла таврапĕлỹçĕ хутшăнчĕç. Чăваш Ен таврапĕлỹçисен иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе Краеведсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Сергей Сорокин, унăн çумĕ Галина Соловьева паллаштарчĕç, районсемпе хуласенчен килнисем тухса калаçрĕç. Шăмăршă тăрăхĕнчи таврапĕлỹçĕсенчен М.Захаров, В.Андронов, П.Фомин, Г.Ларшников хисеплĕ краеведсем пулчĕç. Районти Илпек Микулайĕ ячĕпе хисепленсе тăракан культурăпа искусство тата литература ĕçченĕсен обществăлла пĕр- лĕхне ертсе пыракан Г.Ларшников Шăмăршăри краеведсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун тĕлне районти краеведсен пĕрлешĕвĕнче 25 таврапĕлỹçĕ шутланса тăрать. Вĕсенчен вуннăшĕ «Хисеплĕ краевед» ята илме тивĕçнĕ. Çак хисеплĕ ята хамăр тăрăхри предприятисемпе организацисен, ялсен историйĕ тата паллă çынсем çинчен кĕнеке кăларнă авторсене панă. Хисеплĕ ята панине çирĕплетекен удостоверение иртнĕ пухура тата икĕ çынна пама йышăннă. Питех те кăмăллă, çыравçăсене кăна мар, районти чи пултаруллă ал ĕç ăстине те «Чăваш Республикин этнокультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă. Район энциклопедине хатĕрлесе кăларнă краеведсене, пысăк çитĕнỹсем тунă фольклор ушкăнĕсемпе вĕсен ертỹçисене вара Никита Бичурин, Николай Никольский, Иван Патмар ячĕллĕ медальсемпе вымпелсем, кăкăр çине çакса çỹремелли паллăсем парса хавхалантарма кирлĕ хутсем тăратнă. Шкул ачисем хушшинчи чи лайăх юрăçсене - Мефодий Денисов ячĕллĕ, чи пултаруллă сăвă авторне - Улатимĕр Михайлов журналист-поэт ячĕллĕ, чи пултаруллă çамрăк художнике - Николай Артемьев художник ячĕллĕ, чи маттур сцена ăстине - Николай Корчаков артист ячĕллĕ дипломсемпе чыслама шутлатпăр. Пулас лауреатсен ячĕсене палăртса хунă та ĕнтĕ. Çак наградăсене илме тивĕçлĕ пулнисене часах районти Культура Керменĕнче чаплă лару-тăрура чыслама палăртнă. Çитес вăхăтрах краеведсемпе музей йĕркелевçисем, алă ĕç ăстисем, культура ĕçченĕсемпе журналистсем, библиотекарьсем, шкулти пионервожатăйсем пĕрле пухăнса кăçалхи çулталăк ĕç планне çирĕплетĕç. Унта ял çыннисемпе çамрăксене, шкул ачисене тăван халăхăн иртнĕ кун-çулĕпе йăли-йĕркине малалла тĕпчес ĕçе явăçтарас, илемлĕхпе патриот туйăмĕсене аталантарас тĕллевсемпе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухăпăр. Г.ЛАРШНИКОВ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, халăх академикĕ, хисеплĕ краевед.