Çывăх тăван пурри – телей!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-01-18 08:34:58 Печать Версия для печати
Венера.jpg
МĔн пĕчĕкренех анне ăшшине туйса ỹсеймерĕмĕр эпир. Пирĕн анне, йывăр чире пула, пĕринчен тепри пĕчĕкрех 4 ачине тăлăха хăварса çамрăклах çĕре кĕчĕ. Эпир, арçын ачасем, кĕтмен-туман çĕртен йăтăнса аннă пысăк хуйха шăла çыртса та пулин чăтма тăрăшрăмăр пулсан, 12 çул та тултарайман аннен пĕртен-пĕр Венера хĕрне вара анне ăшшине, анне хỹтлĕхĕпе юратăвне курмасăрах ỹссе çитĕнме татах та йывăртарах пулчĕ. Çуллен çитĕнсе пыракан хĕр пĕрчин юратнă амăшне мăйĕнчен ачашшăн ыталаса, хăлхинчен вăрттăн сăмахсем те калас килнĕ пуль, амăшĕ хăйĕн аллипе çĕлесе панă хитре кĕпе те тăхăнас килнĕ пуль (анне пирĕн валли кĕпе-йĕм çĕвĕ машинипе хăех çĕлесе паратчĕ), шкула чупас умĕн пилĕк таран ỹстернĕ вăрăм çỹçне илемлĕ хăюпа çитлеттерес те килнĕ пуль, çуралнă кун ячĕпе амăшне, ытти кỹршĕ хĕрĕсем пек, хиртен пуçтарса килнĕ чечек çыххи парнелесе те савăнтарасси килнĕ пуль… Çук çав, пỹрмерĕ манăн йăмăка çак туйăмсене пĕлсе те курса ỹсме пĕчĕкренех… Хăш чухне тăван аннене тем пек çепĕççĕн ыталаса питĕнчен чуп тăвас килсен те, пуçа анне кăкăрĕ çине хурса ачашланас килсен те нимĕн тума та çук, аннешĕн темĕн чухлĕ ылтăн-кĕмĕл парсан та ăна каялла тавăрас çук... Малти пỹртри стена çинче çакăнса тăракан аннен пысăклаттарнă сăн ỹкерчĕкĕ çине салхуллăн пăхса, калас килнĕ сăмахсене, сисмесĕрех юхса аннă çутă куççỹлне вăрттăн шăлса илсе, вĕри тутисемпе пăшăлтатса: «Анне, эпĕ сансăр питĕ-питĕ тунсăхлатăп, калаç-ха манпа пĕр-икĕ сăмах та пулин, малашнехи пурнăçра пулăшса, çăмăллăхсем парса пыр пире...», - тесе миçе хутчен каламан-ши манăн йăмăкăм! Тавах, Турри пăрахмарĕ пире. Атте те, тăван мар анне те (эпир ăна «аппа» тесе чĕннĕ) пире юратса, ĕçе вĕрентсе, çын хушшинче çын пек пулччăр тесе ỹстерчĕç. Венера Васанти вăтам шкулăн 8 класне пĕтернĕ хыççăн Ульяновск хулинчи професси паракан училищĕра вĕренсе штукатур-маляр специальноçне алла илчĕ. Малтанласа Шăмăршă совхозĕнче хăйĕн специальноçĕпех ĕçлерĕ вăл. Çитĕнсе çитсе хĕр пулсан Энтĕрьел каччине, Трофимов Володяна качча тухнă хыççăн, Шăмăршăри ресторанта официант пулса нумай çул хушши тăрăшрĕ. Шăмăршăра çурт лартса тĕпленчĕ çамрăк мăшăр. Пирĕн Венера аннене хунă теççĕ. Пурнăçра питĕ уçă та хаваслă çын вăл. Кил хушшинче те, ял хушшинче те, ĕçре те çынпа хавхаланса калаçма, шỹтлесе кулма юратать, ваттипе ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçма пĕлет вăл, çынсене яланах савăнăç парнелет. Тус-тантăшĕ, кум-кумасем нумай унăн. Вĕсене яланах пулăшма, кирлĕ сĕнỹ пама тăрăшать вăл. Еплерех ташă-такмак, юрă ăсти тата манăн йăмăк! Хĕр чухне ялти улах сăрисенче кỹршĕ Люда «тусăмĕпе» иккĕшĕ еплерех такмак каласа ташлатчĕç. Асаннерен юлнă кĕмĕл теветсемпе мăй çыххисене кăкăрĕ умне çакса, пуçне шăрçаллă та укçаллă чăваш тухъйине, хăй аллипе тĕрленĕ шурă саппунпа икĕ аркăллă кĕпине тăхăнса «хĕр ташшине» ташлама тухсан хурăн пек хумханса, акăш пек авăнса ташланине курса тĕлĕнсе тăнă каччăсем! - Эх, амăшĕ пурăннă пулсан мĕнле савăннă пулĕччĕ хăйĕн хĕрĕпе! Кăмăлĕпе ырă, ĕçре вашават та правур, ташă-юрăра та маттур! - тетчĕç вара «Улах сăри» курма килнĕ ял хĕрарăмĕсем йĕпеннĕ куçĕсене явлăк вĕçĕсемпе шăлса. Юлашки çулсенче Венера суту-илỹ ĕçĕпе ĕçлет, мăшăрĕпе иккĕшĕ апат-çимĕç лавкки тытаççĕ. Вĕсен лавккинче яланах тутлă та паха апат-çимĕç, кил хушшинче усă курмалли япаласем туянма пулать. Хуçисем туянакансене хуть хăçан та ырă кăмăлпа, тараватлăн кĕтсе илеççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнсе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Виçĕ ывăл çуратса ỹстерчĕç вĕсем Володя мăшăрĕпе иккĕшĕ, халĕ тăватă мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Эпир, тетĕшĕпе инкĕшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, хамăрăн юратнă йăмăка, мăнаккана чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, телейлĕ пурнăç сунатпăр. Пирĕншĕн эсĕ яланах çутă хĕвел, чи çывăх та юратнă çын! Г.Ларшников, Кивĕ Шăмăршă ялĕ.