Çĕнĕ кавир çинче кĕрешетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-01-11 08:42:08 Печать Версия для печати
Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем 2019 çула çĕнĕ кĕрешỹ кавирĕпе кĕтсе илчĕç. Уйрăмах çак хаклă парнешĕн кĕрешỹ секцине çỹрекенсем çав тери савăнаççĕ. Вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртекенсем - тĕрлĕ çулта çак шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем: О.Кириллов, И.Чернов, В.Угарин, А.Антонов, Е.Антонов, А.Угарин, Ю.Можаев, И.Саминов, М.Юманова, Н.Юманова, Е.Кудряшов, С.Угарин, П.Копылов, А.Ишмуллин, А.Чернова, О.Степанова. Çавăн пекех Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пурăнакан А.Кириллова, А.Укина, Н.Ванюшина, А.Краснова, Н.Уркина тата Кивĕ Чукал ялĕн ырă çыннисем: А.Укин, А.Малеев (Викторович), А.Малеев (Вячеславович), А.Укина, А.Ильин, В.Ильин - укçа-тенкĕпе пулăшма кăмăл турĕç. Çапла вара 68 пин те 180 тенкĕ тăракан çĕнĕ кавир туянма май пулчĕ. Халĕ ăна вăтам шкулăн спорт залне вырнаçтарнă. Унта çамрăк кĕрешỹçĕсем хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Пирĕн çак спорт тĕсĕпе сумлă çитĕнỹсем те пур. Акă, сăмахран, Е.Богачева Чăваш Республикин ăмăртăвĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçрĕ. Патăрьел районĕнче иртнĕ уçă турнирта М.Уркин - иккĕмĕш. П.Краснов - виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Совет Союзĕн Геройне Е.Т.Воробьева халалланă турнирта виçĕ çамрăк кĕрешỹçĕ-спортсмен призер пулса тăчĕç. Халĕ шкул ачисене кĕрешỹ енĕпе ăсталăха аталантарса пыма условисем çителĕклĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул администрацийĕ, вĕренекенсем çĕнĕ спорт кавирĕ туянма пулăшнă ырă кăмăллă çынсене чун-чĕререн тав тăваççĕ. Е.УКИН, тренер.