"Шăмăршă хыпарне" йỹнĕрех хакпа!

Категория: Новости Опубликовано: 2020-12-01 11:10:39 Печать Версия для печати
ПОДПИСКА НА САЙТ.jpg
Юратнă та хаклă вулаканăмăрсем! Эсир юратнă хаçата 2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта çырăнса илме ĕлкĕртĕр-и? Çырăннă пулсан питĕ аван! Кам та кам вара çырăнса ĕлкĕреймерĕ, тăхтаса тăмасăрах почта уйрăмне çитме е почтальонпа тĕл пулма васкăр. Декабрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 13-мĕшĕччен "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата йỹнĕрех хакпа _ 320 тенкĕ те 88 пуспа çырăнса илме май пур. Васкăр, тусăмсем, хаçатсăр ан юлăр! Аса илтеретпĕр, хаçат 2021 çулта эрнере пĕр хутчен 8 страницăпа эрнекунсенче тухса тăрĕ. Çавăн пекех редакцие пырса илмелле _ 250 тенкĕ, электронлă çырăнтару _ 200 тенкĕ. Эсир пирĕнпе пĕрлех пуласса, çыхăнăва татмасса шанатпăр.