«Эпĕ çемьепе телейлĕ»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-31 14:39:45 Печать Версия для печати
Кавалерова и ее семья1.jpg
НИНА ПРОХОРОВА Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çитĕнсе çитсен ăна пĕр ял каччи - Петр Кавалеров - килĕштернĕ. Виçĕ çул туслă пулнă хыççăн вара вĕсем пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Пĕр ялтах çитĕннипе, вĕсем пĕр-пĕрне пĕчĕкренпех пĕлнĕ-ха. Шкула та пĕрле чупнă (класĕпе кăна 5 çул маларах вĕреннĕ), çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ. Çапла пĕрле ỹссе çитĕннĕ икĕ çамрăка шăпи пĕр çемьере пурăнма çырнă. 1980 çулта чаплă туй кĕрлеттерсе пĕрлешнĕ вĕсем. Хуняшшĕпе хунямăшне тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнне хурса, Нина вĕсемпе пĕр килте пурăнма тытăнать. Лăпкă та сăпайлăскер, яланах килĕштерсе пурăннă вăл ватăсемпе. Вĕсен сăмахĕнчен тухман, ун ячĕпе ĕçчен те маттур мăшăр çитĕнтернĕ çынсене хисеплесе тăнă. Вĕсем те çамрăк мăшăра мĕн май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Мăшăрĕпе те – уй-хир бригадине нумай çул хушши яваплă ертсе пынă, ял-йышра хисепе тивĕçнĕ Петр Николаевичпа – çур сăмахранах ăнланса, яланах пĕр çăвартан пурăнаççĕ вĕсем. - Ялта килĕштерсе пурăнмасан майĕ те çук: яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, çу каçипе пĕрле утă-улăм хатĕрленĕ. Хурт-хăмăр йышлă тытатпăр. Пахчасем те мĕн пысăкăш пирĕн кунта! Пỹрт-çурта, хуралтăсене те кашни çул тенĕ пекех çĕнетсе тăмалла - чĕнмесĕр-калаçмасăр тăрсан епле ĕç ăнса пытăр?- хăйсен 39 çулхи çемье кун-çулне пĕтĕмлетеççĕ Кавалеровсем. - Иртен пуçласа мĕн тĕттĕмччех хуçалăхра иксĕмĕр пĕрле тăрмашатпăр. Икĕ хĕрне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă вĕсем. Иккĕшĕ те икшер диплом илмелĕх те ăс пухнă. Асли - çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор, полици майорĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать. Кĕçĕнни - педагог, Комсомольски район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Виçĕ мăнукĕ савăнтараççĕ паянхи кун кукамăшĕпе кукашшĕне. ... Ирхине, тул çутăлнă-çутăлман, пуринчен малтан Нина Петровна ура çине тăрать, тỹрех выльăх патне тухать. Чăххи-чĕппине, хур-кăвакалне апатлантарнă хыççăн ĕнисем патне васкать. Икĕ ĕне алăпа сăвать кашни ир, сĕтне сĕрсе лартать те ашшĕ патне чупать. Вăл, 86 çулта пулсан та, ĕне тытма пăрахмасть-ха. Ĕне сума вара алă вăйĕ çитереймест, çавăнпа кашни кунах ялта пурăнакан хĕрне кĕтсе тăрать. Кăна та сунă хыççăн вара икĕ кил ĕнисене кĕтĕве хăваласа тухма вăхăтра ĕлкĕрмелле. Çапла ăшталанса çỹресе кун ирттерет Нина Петровна. Ир тата каç 3-шер ĕне сăвать. Ашшĕн ĕнине хăйĕн картишне хăнăхтарсан çăмăлрах мар-ши? Унта-кунта чупмалла пулмĕччĕ. Çапла шухăш çуралчĕ манăн пуçра. - Анне вилнĕренпе çулталăк та çитмен-ха, атте халĕ те хăнăхаймасть çак çухатăва. Кил-картишĕ пушанса юлсан тата ытларах хурланĕ... Çук ĕнтĕ, урасем утнă чух ĕне сума та çỹретĕп, утă-улăмне те хатĕрлесе паратпăр, - çапла хуравларĕ Нина Петровна ман ыйту çине. Çак сăмахсем Нина Петровна ашшĕ-амăшне хисепе хунине, унăн чун-чĕри пуянлăхне çирĕплетсе тăраççĕ. Ватăсене халсăрлансан пулăшасси – ачисен тивĕçĕ. Вăтăр çул ытла педагогика ĕçĕнче тăрăшнă Нина Петровна вĕренекенсене те тăтăш çакăн çинчен аса илтерсех тăнă. Сăмахпа кăна мар, хăйĕн пурнăçĕпе те вăл çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать. Вĕсен хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕнчен ыррине кăна курнă. Кавалеровсем паян та мĕн тери ăшшăн пăхаççĕ пĕр-пĕрин çине! Калаçура та çемьере ăшпиллĕхпе килĕшỹ хуçаланни палăрать. Çак çула çитсе те пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каланине, чашăк-тирĕк шакăртатнине астумаççĕ вĕсем. - Эпĕ мăшăрăмпа телейлĕ, - савăнăçне чĕрине вырнаçтараймасть кил хуçи Петр Николаевич. - Ылтăн кăмăллă юратнă çынсăр кун та, пурнăç та çук манăн. Çак кунсенче Нина Кавалерова 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çулĕсене кура мар çăмăл кĕлеткеллĕ, вашават вăл. Юрлама юратаканскер, хĕлле, пушă вăхăтра, ялти фольклор ушкăнне çỹрет, сцена çине тухса халăх юрри-кĕввипе савăнтарать. Савнă мăшăрĕпе, пултаруллă ачисемпе, юратнă мăнукĕсемпе телейлĕн кĕтсе илет çавра çулне Нина Петровна. Эпир те хисеплĕ юбиляра саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ачасенчен пархатар кăна курмалла пултăр! Г.ИВАНОВА.