Çăпатан кантри пур, коррупцин - тымарĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-16 16:19:30 Печать Версия для печати
ÇАК кунсенче кăна-ха Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне ирттернĕ. Канашлăва видеоконференци мелĕпе хуласемпе районсен администраци пуçлăхĕсем те хутшăннă. Михаил Васильевич Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çирĕплетнĕ 2016-2020 çулсенче коррупципе кĕрешмелли наци планĕ республикăра мĕнле пурнăçланса пыни пирки каланă. Сăмах патшалăх служащийĕсен коррупципе кĕрешмелли требованисене чăн малтан çирĕп пурнăçламалли пирки пынă. Граждан службине ĕçе кĕнĕ чухне малашне тетĕшĕсемпе шăллĕсен, аппăшĕсемпе йăмăкĕсен мăшăрĕсем, арăмĕн е упăшкин тăванĕсен мăшăрĕсем çинчен те информаци памалла пулать. Çапла вара, малашне «кукка пулăшнипе» ĕçе вырнаçма май пулмĕ, енчен те хăй патĕнче ĕçлеме «кукка»мĕн пур тăванне пуçтарать пулсан çак пулăма «коррупци палăрăмĕ» тесе хаклаççĕ. Мĕн каласан та, ертỹçĕ çывăх е аякри тăванне ĕçе илсен унран çирĕп ыйтаймастех. Çакă коллективра ырă мар лару-тăру туса хума пултарать, пуçлăха хисеплесси тата шанасси чакать. Ас тăватăп-ха, «çĕн йĕркелỹ» тапхăрĕнче - Горбачев влаçра ларнă чухне - республикăра «вурнаризм» сăмах тавра шыв-шав çĕкленнĕччĕ. Тĕрлĕ влаç органĕсенче пĕр район çыннисем пуç пулса тăнине ун чух çивĕч критикленĕччĕ. Те тĕрĕс пулчĕ шав-шавĕ, анчах ваттисем: «Пук!» - тумасан, шăрш тухмасть», - тесе ахаль каламан пуль çав. Пултаруллă та хастар çынсем кашни районтах пур, вĕсене çĕкленме пулăшсан республикăшăнах лайăх пулĕччĕ. Унтанпа лару-тăру чылай улшăнчĕ, хаçатри критика вăйĕ пысăк пулнине халăх куçпа курса ĕненчĕ. Вăл е ку должноçа лартнă чухне çын ăçта çуралнине е камăн çывăх çынни пулнине кура мар, ĕçлес пултарулăхĕ тата ăс-тăн аталанăвĕ пысăккине шута илсе лартни - чи тĕрĕс йышăну. «Вурнаризм» палăрĕмĕсем (паллах, урăхла ятпа) пирĕн енче те сисĕнетчĕç. Çакă ĕçе лайăхлатма нимĕн чухлĕ те пулăшаймарĕ. «Çывăх туссем» хăйсене шанса панă вырăнта нумай тытăнса тăраймарĕç, тытăнса тăрсан та района усă кỹреймерĕç. Çав вăхăтрах пултаруллă çамрăк кадрсем, ĕç вырăнĕ тупăнманнипе, район тулашне туха-туха кайрĕç. Калаçатăп та вĕсемпе тĕл пулсан, хăшĕсем хамăр района каялла таврăнма шухăш пурри çинчен те пĕлтереççĕ. Шел, чĕнекен, ĕç вырăнĕ тупса пама шантаракан çук... Тĕнчери вăйлă аталаннă патшалăхсем тĕрлĕ çĕршыври пысăк талантлă çынсене илĕртсех хăйсен экономикине çĕклеççĕ. Эпир вара хамăрăн пултаруллă çынсене асăрхама та, пулăшма та тăрăшасшăн пулмарăмăр. Ирĕксĕрех вĕсем районтан пăрахса кайрĕç, нумайăшĕ Шупашкарта е республика тулашĕнче ырă ята тивĕç пулчĕç. «Çăпатан - кантри пур, коррупцин - тымарĕ», - тет шỹтлесе Шăмăршăра пурăнакан пĕр ватă çын. Тымарĕ пурах пуль çав, унсăрăн коррупципе çĕршыв шайĕнчех пĕтĕм вăя хурса кĕрĕшмĕччĕç. Çак кĕрешỹ мĕнле пынине журналистсем халăха пĕлтерсех тăрĕç. Коррупцие тĕп тунă çĕрте уççăнлăх чăн малти вырăнта тăмалла тесе шутлатăп. Ив.САЛАНДАЕВ.