Шăмăршă енĕм татах та илемленĕ

Категория: Новости Опубликовано: 2019-12-04 11:23:01 Печать Версия для печати
Олег АЛЕКСЕЕВ, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ: _ ИРТНĔ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе лару ирттернĕ, унти тĕп ыйту _ ял тăрăхĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси _ пирĕн районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Игнатьев çак тĕллеве пурнăçа кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, çак хисепĕн 17 миллионĕпе килес çул хамăрăн районта та хăтлăх кĕртме усă курăпăр. Тата 5 проценчĕ район бюджетĕнчен, 1 проценчĕ _ ял-йышран хушăнĕ. Ял тăрăхĕсене тирпейлесси, илем кỹресси, ачасене вылямалли ятарлă лапамсем, спорт уйрăмĕсем тăвасси тĕллевлĕ пурнăçланса пырĕ. Кунсăр пуçне объектсем çывăхĕнче видеосăнавсем вырнаçтарасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланса тăрать. Шăмăршăсем кураççĕ ĕнтĕ, юлашки çулсенче ял хушшисенче çул-йĕр, тротуарсем юсасси, ача-пăча площадкисем ĕçе кĕртесси, çурт-йĕр таврашĕсене хăтлăх кĕртесси активлă пырать. Акă нумаях пулмасть, октябрĕн 2-мĕшĕнче, Шăмăршă ялĕнче В.Н.Никифоров генерал-майор ячĕпе хисепленекен кану паркĕ уçăлчĕ. 4 миллион тенкĕ укçа тăкакланă ăна ĕçе яма. Ача-пăча, тивĕçлĕ канурисем, çамрăксем сывлăхне çирĕплетме çỹреççĕ унта. Хамăр пурăнакан вырăн хулари пек илемлĕ те хăтлă пулĕ. 2019 çулта районĕпе пурĕ 6 километр çул юсаса çĕнетнĕ, 680 тăваткал метр лаптăк çурт-йĕр таврашне хăтлăх кĕртнĕ. Ĕçсем килес çул та малалла тăсăлĕç.