Çамрăксем тăрăшнипе

Категория: Новости Опубликовано: 2019-07-24 13:26:06 Версия для печати
чистка.jpg

ЯЛТА пуçаруллă та, пултаруллă çынсем пулсан хăть мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать. "Пĕччен сурсан - типсе пырать, ушкăн сурсан - кỹлĕ пулать", - тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Ку чăнах та çаплах. Çакна Çĕнĕ Чукалта пурăнакан хастар çамрăксем те ĕнентерсе пачĕç. Вĕсем хăйсен вăйĕпе, укçа-тенкипе Ленин урамĕнчен Арман урамне илсе çитерекен кĕпере юсанă. Çỹп-çапран кỹлле те тасатнă.

Ĕçе пуçарса яраканĕ Сергей Сарандаев. Вăл çакăнта çуралса ỹснĕ. Хальхи вăхăтра вара Забайкальский крайра хĕсметре тăрать, аслă лейтенант. Отпуска тăван тăрăха килнĕскер, ялти пурнăçпа, унăн шăпипе интересленнĕ. Каçса çỹрекен кĕпер юрăхса тухнăран, вăл ялти çамрăксемпе канашласа ăна юсама калаçса татăлнă. Ун шухăшне яш-кĕрĕм хапăл туса йышăннă. Сергей Сарандаев машинăпа, Василий Храмов тракторпа, Александр Николаев, Валерий Угарин, Владимир Желудкин кашни кунах кĕпер патне васканă. Вĕсенчен тĕслĕх илсе Петр Безруков, Петр Храмов, Дмитрий Макеев, Владимир Портнов, Сергейпе Алексей Шепейкинсем те ырă ĕçе хутшăннă.

Ял халăхĕ Сергей Сарандаевпа унăн юлташĕсене чĕререн тав тăвать, вĕсене мĕн пур ыррине кăна сунать.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru