Килĕшỹпе юрату - вăрăм ĕмĕрпе телейлĕ пурнăç никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-11-19 09:32:02 Версия для печати
90392dc4-fa0e-461a-b5d3-d147c8e59e03.jpg
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Мĕнре-ши вăрăм ĕмĕр сăлтавĕ? Çак ыйтăва пурнăçа юратакан кирек хăш çын та хăйне евĕр хуравлать. Пĕриншĕн вăл - сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спортпа туслашни, теприншĕн - чун туртнă ĕçрен киленỹ илни, виççĕмĕшĕшĕн...

Патирекри Анастасия Никифоровнăпа Петр Петрович Севрюгинсем вара хăйсем нумай пурăннине çемьери лăпкă лару-тăрупа çыхăнтараççĕ. 67 çул пĕрле, кулюкка кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Хăйсем, ачисемпе мăнукĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вăрçăнмасăр, пĕр-пĕрне каçарса, ỹпкелемесĕр ĕмĕре ĕмĕрлеççĕ. Çемье вучахне тĕрĕс-тĕкел упракан мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль те (2012 ç.) панă.

Шутласан, тĕлĕнмелле: мĕн кăна тỹссе ирттермен Севрюгинсем пурнăçра, çапах та чун пуянлăхне сĕвĕртмен, шăпана ỹпкелемен...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи «парнеленĕ» терт-нуша «симпылне» ытлашшипех «тутаннă», вăрçă хыççăнхи юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăма хастар хутшăннă, совет саманинче тăван хуçалăх аталанăвне вышкайсăр сумлă тỹпе хывнă, çĕр-шыва юрăхлă ывăл-хĕр çуратса ỹстернĕ.

... Кермен пек чаплă та хăтлă çуртăн хăна пỹлĕмĕнче ватăсемпе калаçса ларатăп. Тĕрĕссипе, ватă теес те килмест Севрюгинсене. Сывлăх тĕлĕшĕнчен, тав Турра, аптрамаççĕ. Радик ывăлĕпе Наталия кинĕн (вĕсемпе пĕрле пурăнаççĕ пенсионерсем) юратăвĕ, тимлĕхĕ вĕсене хăйсен çулĕнчен нумай çамрăк кăтартать, кăмăллăх шевли вĕçĕмсĕр вĕсен сăн-питĕнче вылять. Наçтук аппапа Петĕр тете ачалăх тата вăй питти вăхăтне аса илеççĕ, пĕр-пĕрне куçран ытарлăн пăхсапуплев юхăмне кĕреççĕ.

Васан ялĕнче 1933 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Сидоровсен çемйинче çуралнă Анастасия Никифоровна. Наçтук 6 ачаран иккĕмĕшĕ пулнă. Амăшĕнчен Анисия Никифоровнăран тата ашшĕнчен Никифор Сидоровичран тирпейлĕхпе ĕçченлĕх куçнă ăна. 8 çултах колхоз ĕçне çыпçăннă хĕрача: хирте вир çумланă, ыраш вырнă... Лашапа кĕлте турттаракан амăшне май таран пулăшнă. Мĕнле пулсан та, ĕне усрама тăрăшнă Сидоровсем, пурнăçа çапла йỹнеçтернĕ.

Ялти шкулта 7 класс таран вĕреннĕ хĕрача.

1942 çулта 48-ти ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Фронтран 1946 çулта таврăннă вăл. Çывăх çынни хăйпе пĕрле сыр илсе килнине, ăна пурне те пайласа çитернине Анастасия Никифоровна халь те ас тăвать.

1954 çулта Анастасия Патиреке Петр Севрюгина качча килнĕ.

- Малтанласа тĕп килте пурăнтăмăр, - аса илет иртнине Патирек кинĕ. - Пăянам питĕ лайăхчĕ, килти ĕç-пуçа туса тăратчĕ, ача-пăчана пăхса пачĕ. Эпĕ «Искра» колхозăн уй-хир бригадинче ир пуçласа каçчен ирĕклĕн ĕçлеме пултарнă. Хиртен ывăнса таврăнаттăм та, ырăскер ман валли çăмарта шуратса паратчĕ. Хамăр уйрăлса тухсан та, пăянам çулталăкран пирĕн патăмăра пурăнма куçрĕ. Пĕр çăвартан пурăнтăмăр. Çĕрĕпе пĕрле çăм арлани, алса-чăлха çыхни, ураллă машинăпа çемье валли кĕпе-йĕм çĕлени халь те асăмра...

... Мăшăрĕ Петр Севрюгин 1929 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 8 ачаран виççĕмĕш пулнă май аслисен малтанхи пулăшаканĕсенчен пĕри пулнă. Ашшĕ Петр Митрофанович - таврари паллă купăсçă, сĕрме купăсçă, атăçă - Петĕр çиччĕре чухнех çĕре кĕнĕ. Екатерина Нестеровна, амăшĕ, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратма мехел çитернех. Петĕр 7 класс таран пĕлỹ илме пултарнă.

Ĕç биографине П.Севрюгин водительтен пуçланă.

- Чи лайăх вăхăт - 4 çул хушши Совет Çарĕнче службăра пулни, - тет хăпартланса Петр Петрович. - Унта чунпа çирĕпленнĕ эпĕ, йĕркелĕхе хăнăхнă. Харьковра Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă чух КПСС ретне кĕнĕ, 86 миллиметрлă минометсен расчет командирĕ пулнă. Ку - маншăн пысăк чыс.

Демобилизациленсен Патирек каччи килне фотоаппаратпа таврăннă. Каярах çĕр-шывра тухса тăракан «Сельская жизнь» хаçатпа çыхăну тытнă: хăй ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксене, хăй çырнă статьясене унта пичетленĕ. Ял çыннин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне ăста çутатнă штатра тăман корреспондента премипе те хавхалантарнă.

Тĕп тивĕçĕ вара Петр Петровичăн «Искра» колхозри счетовод ĕçĕпе çыхăннă. Пурнăç тăршшĕпех ял хуçалăх аталанăвне тỹпине хывнă Севрюгин. Колхоза З.Сейфутдинов ертсе пынă чух Р.Зубеиров тĕп бухгалтерпа пĕрле пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. «Чи лайăх ĕçлекенсем», «Чи лайăх архив», «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» ятсене, унран ытла ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Çав хушăра çемьешĕн те тăрăшнă: ача-пăча çине тимлĕх уйăрнă, карта тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, вĕлле тытнă.

Севрюгинсем иккĕшĕ те - ĕçпе тыл ветеранĕсем.

Хăйсен ăрăвне тăсмалăх 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Асли Валерий Шăмăршăра запас пайĕсем сутакан магазин тытать. Вадим, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалистĕнче вăй хунăскер, тивĕçлĕ канура. Софья, районти ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕнче ĕçлесе пенсие тухрĕ. Радик - çĕр ĕçне парăннă çын, вăхăтне пахча çимĕç, уйрăмах купăста, туса илессипе ирттерет. Игорь, районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнăскер, «вĕри точкăсенче» «шăраннăскер», халь вахта мелĕпе Мускавра ĕçлет.

14 мăнукпа 3 теçеткене яхăн кĕçĕн мăнук - аслă ăру çыннисен чи пысăк пуянлăхĕ. Вĕсенче этемлĕхĕн чи кирлĕ енĕсене - çынлăха, ырăлăха, ĕçченлĕхе, таса чунлăха - аталантарассине мала хураççĕ Анастасия Никифоровнăпа Петр Петрович. «Çынпа килĕшỹре, юратура пурăннине ним те çитмест, - ăс параççĕ çитĕнекен ăрăва 77 асап витĕр тухса та сывлăхне, чун илемне упраса хăварнă ватăсем. - Ĕçĕрпе халăха, Çĕр-шывăмăра юрăхлă пулăр!» Çак сăмах çумне мĕнех хушса калайăн...

Зинаида СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru