Прививка тутарни - чи шанчăклă сыхлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-10-22 20:08:42 Версия для печати
Районта коронавирус лару-тăрăвĕ çивĕчленнĕçем çивĕчленет, сыхлăх мерисене çине тăрса йышăнма хистет. Çакна ял çыннисем хăйсем те ăнланса илни сисĕнет.

Вакцина хăрушă амакран сыхланмалли чи шанчăклă мел иккенне граждансем прививка тутарма васкани çирĕплетет. Организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем _ уйрăмах воспитательсемпе учительсем, медицина ĕçченĕсем _ юлашки вăхăтра нумаййăн прививка тума кăмăл турĕç. 60 çултан иртнисем хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрни савăнтарать: кăçалхи январьтен пуçласа ку ỹсĕмрисем 1280-ăн вакцинаци витĕр тухнă.

Вакцинăн пур тĕсĕ те район больницинче çителĕклĕ. Прививка тутармашкăн граждансене ĕç кунĕсенче _ 8.00-тан пуçласа 16.00 сехетчен, шăматкун 8.00-ан пуçласа 12.00 сехетчен йышăнатпăр.

С.Якушова, район больницинчи прививка тăвакан медсестра.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru