Чунпа çирĕппи спортра та вăйлă

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-10-22 09:09:04 Версия для печати
Михайлов Александр1.jpg
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

«Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла», - теççĕ халăхра. Йĕркелĕхпе палăракан ашшĕ- амăшĕ - ачисемшĕн ырă тĕслĕх, япăх енĕпе палăраканнисем - начар тĕслĕх.

Район центрĕнче пурăнакан Иринăпа Александр Михайловсем ĕçпе те пурнăç йĕркипе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Ирина Федоровна - Шăмăршă вăтам шкулĕн пуçламăш класĕсене вĕрентекенĕ. Александр Николаевич - техника инвентаризацийĕн бюровĕн (БТИ) ертỹçи.

Юратупа туслăх, килĕшỹпе ăнлану хуçаланакан çемье членĕсене физкультурăпа спорт пĕр тĕвве çыхнă. Кил хуçи футбол, волейбол, теннис вăййисене выляма ăста. Спортăн çак тĕсĕсемпе иртекен район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хастар хутшăнать. Тĕрлĕ çулсенче çар тата служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух пуç хунă ентешсене - В.Сидорова, В.Кузнецова, В.Михайлова, В.Митрофанова тата В.Любимов тренера асăнса йĕркелекен пĕр турниртан та юлмасть. 2017 çулта Тăвайра иртнĕ республикăри футболистсен сумлă ăмăртăвĕнче Михайлова «Чи лайăх вратарь» хисеплĕ ята панă.

Юлашки икĕ çул 40 çултан иртнисен республикăри минифутболĕнче А.Михайлов хăйĕн командипе пĕрле 4-5 вырăнсене йышăннă. Ĕмĕт çутă: 50 çултан иртнисем хушшинче те ку енĕпе малашне вăй виçме палăртать Александр Николаевич.

Кунсерен тенĕ пекех, ĕç хыççăн Александр Михайлов районти Культура керменĕн спорт залне тренировкăна çỹрет, икшер сехет хушши хăйĕн кĕлеткине «тĕрĕслев витĕр кăларать». Килте те сывлăха çирĕплетмелĕх майсем çителĕклĕ. Уйрăм пỹлĕм спорт залах çаврăннă: теннис хăми, турник, гантель, эспандер, канат... Мĕн кăна çук тĕрлĕ енлĕ аталанма! Урамра та организма пиçĕхтермелĕх спорт инвентарĕ янтăланă.

Çирĕп чун-хаваллă, мал ĕмĕтлĕ ашшĕнчен ывăлĕсем те юлмаççĕ. Асли - Никола, Хусанти авиаци институчĕн 4 курс студенчĕ, полумарафонпа кăсăкланать. 10 километра хăвăрт утас енĕпе ăмăртусене хутшăнать. Хусан, Набережные Челны хулисенче тупăшрĕ вăл. Халĕ 30 çухрăма парăнтарас тĕллевпе ирсерен дистанцие утма-чупма тухать.

Михайловсен вăталăх ывăлĕ - Илюша, 11 класра пĕлỹ пухаканскер, ашшĕпе пĕрле тренировкăсене çỹрет, пушă вăхăтра вара унпа спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртать.

Кĕçĕнни - Артем, 7 класс ачи, аслисен тĕслĕхĕпе хавхаланса спортăн кăсăклă та кăткăс юхăмĕнче ăнăçусемпе савăнтарасса шанаççĕ Кил-йышра.

Александр Михайловичăн пархатарлăхĕ хăй ачисемшĕн çеç мар, ют шăпăрлансемшĕн те шелсĕр сапаланать. Хăйсен çумĕнчи пушă çурт хыçĕнчи анкартине вăл стадиона çавăрчĕ, кил-çуртри япаласенченех спорт вăййисем валли ятарлă вырăнсем янтăларĕ. Кунта виçĕ урам ачи-пăчи, 1-8 класра вĕренекенсем, мĕн тĕттĕмччен футболла, баскетболла, волейболла выляççĕ, брус çинче гимнастикăн вăрттăнлăхне алла илеççĕ...

- Эпĕ ĕçрен таврăннине курсанах: «Саша тете, выляма килĕр!» - тесе аякранах мана хăйсемпе ăмăртма чĕнеççĕ, - кăмăллăн калаçать спорт ветеранĕ. - Ачасем вăхăта усăсăр ирттерменни, сывă пурнăç йĕркине хапăллани чунтан савăнтарать.

...Пушансан, тренировка хыççăн, Михайловсем сĕтел тавра пухăнаççĕ. Юратнă мăшăрĕ тата ытарайми амăшĕ хатĕрленĕ тутлă апатпа сăйланнă май ĕçри, вĕренỹри, спортри çитĕнỹсем çинчен сỹтсе яваççĕ.

Хусантан Никола килни - çемьешĕн уйрăмах пысăк савăнăç. Ун чухне вара килте чăн-чăн спорт вăййи-ăмăртăвĕ, чăн-чăн ар çынсен тупăшăвĕ пуçланать...
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru