Ачасене – вĕри апат

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-10-15 11:11:46 Версия для печати
Чăваш Енре шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене куçран вĕçертмеççĕ. Иртнĕ эрнере регионти вĕренỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров хуласемпе муниципалитетсенчи вĕренỹ пайĕсен ертỹçисемпе тĕл пулса ку сферăри чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Вĕсен шутĕнче: ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси, хушма пĕлỹ парасси тата вĕренỹ учрежденийĕсене юсаса çĕнетесси. «Çитес эрнерен Чăваш Енре «Ирхи апат - директорпа» çĕнĕ проект ĕçлеме пуçлать. Кунта ачасене апатлантарнин кашни тапхăрне тĕрĕслеме ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул директорĕсем те хутшăнаççĕ», - тесе пĕлтернĕ ведомство ертỹçи.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru